Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркаш кадечĕсем Мускава та парăнтарчĕç

15 апреля 2017 г.

Муркашри вăтам шкулти 8 а кадет класĕшĕн (сăн ÿкерчĕкре) асра юлакан ăнăçлă та çитĕнÿпе тулли кунсем сахал мар - вĕсем республикăри чылай конкурса тĕплĕн хатĕрленсе хутшăннипе малти вырăнсене нумай йышăнаççĕ. Кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕ вара вĕсен кашнин пурнăçĕнче асра юласси пачах та иккĕлентермест. Çав кун вĕсем Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри "Смотр строя и песни. Марш победителям!" улттăмĕш конкурсĕн финалĕнче хутшăнса пысăк çитĕнÿ турĕç.

Муркаш районĕнче кадет юхăмне йĕркелесе янăранпа 10 çул ĕнтĕ. Малтанах кадетсен класĕ унччен пулнă Муркаш лицейĕнче аталанса пынă пулсан, 2013 çулта Муркаш шкулĕнчи 5 а класа кадет класĕн статусне парса кадет юхăмне малалла тăсрĕç.

Муркаш районĕнче, уйрăмах райцентрта пурăнакансем, кадетсем районти общество пурнăçне хастар хутшăннине курсах тăраççĕ. Вĕсем пирĕн районти чылай шкул ачишĕн, чăнах та, ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Çапах та кадетсен пурнăçĕнче пире курăнман йывăрлăх та чылай. Вĕсем вара хăйсен класс ертÿçи Светлана Рожкова хавхалантарнипе, малашлăх пирки ытларах шухăшланăран, пур йывăрлăха та çĕнтерсе пыраççĕ. Акă Мускаври конкурсра та муркашсен çĕршывăн тĕп хулинчи тата ытти регионти кадет шкулĕсемпе училищисенче вĕренекенсемпе ăмăртма тивнĕ.

- Пирĕн кадетсем питĕ çирĕп кăмăллă. Çакă вĕсене ыттисенчен палăрмаллах уйăрса тăчĕ. Кадетсен строй хатĕрленĕвĕ çÿллĕ шайра, историе те лайăх пĕлеççĕ. Кун пек пысăк конкурсра пирĕн кадетсене туслăх, пĕлÿ тата дисциплина пулăшрĕç тесе шутлатăп, - пĕлтерет Светлана Измайловна.

Паллах пăшăрханнă: жюрире - чăн-чăн пысăк офицерсем. Апла пулин те муркашсен строй хатĕрленĕвне, автомат сÿтсе пуçтарассине пурте чи çÿллĕ балпа хакланă: Егор Музыков 1-мĕш, Ксюша Киселева 2-мĕш, Лиза Порфирьева 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Ачасем çар автоматне алла пĕрремĕш хут тытса курнă-мĕн, унччен тренировкăсенче "Калашниковпа" усă курнă.

Катя Смирнова истори предмечĕпе пĕлÿ шайĕшĕн пăшăрханнă пулсан, кадетсен "ПатриоТыл" отряд командирĕ Кирилл Иванов строй хатĕрленĕвне çÿллĕ шайра кăтартса парасси пирки шухăшланă. Анастасия Прохорова вара пĕлтĕр те Мускавра çамрăк экологсен конкурсне хутшăнса малти вырăн йышăннăран, ку ăмăртура ытлах пăшăрханман та иккен.

Муркаш çамрăкĕсем Мускавра Хĕрлĕ площадьре кăна мар, кадет корпусĕнче те экскурсире пулса курма ĕлкĕрнĕ. Çакăнта вĕсен çĕнĕ ĕмĕтсем çуралнă, пулнисем çирĕпленнĕ.

Ачасен хавхаланăвĕ пысăк. Çавăнпа та Светлана Рожкова кадетсене Мускава çитсе килме пулăшнă районти пур предприятие те пысăк тав сăмахĕ калать.

Л. Павлова,

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика