Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем тимлĕхсĕр юлмĕç

12 апреля 2017 г.

Нумаях пулмасть ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра районти библиотека ĕçченĕсен семинарне ирттертĕмĕр. Унта эпир библиотека майĕсемпе усă курса çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассин, хальхи вăхăтра библиотекарĕн мĕнле пулмаллин, мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмаллин ыйтăвĕсене сÿтсе яврăмăр.

Манăçми кун çитсе килет - Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитет. Унччен вăхăт нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та çак куна хатĕрленсе кĕтсе илессин тата унпа çыхăннă мероприятисене ирттерессин ыйтăвĕ те семинарта сÿтсе явнă ыйтусем шутĕнчех пулчĕ.

Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека Çĕнтерÿ кунне уявлассипе ятарлă план туса хатĕрленĕ, ăна çав кун библиотекарьсемпе пĕрле тишкертĕмĕр, пĕр-пĕрин сĕнĕвĕсене итлерĕмĕр. Кунсăр пуçне Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене хамăр услугăсемпе стационарлă мар майпа тивĕçтересси пирки те калаçу пулчĕ.

Акă апрелĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса майăн 10-мĕшĕччен республикăра илемлĕ литература кĕнекисен "А я читаю книги о войне и помню подвиги отцов и дедов" вунăкунлăхĕ иртет. Эпир те унта активлă хутшăнма палăртатпăр. Ачасен районти тĕп библиотекин вулав залĕнче мероприятисем иртĕç, кĕнекесен стенчĕсене йĕркелĕç. Кунти библиотекăрах майăн 4-мĕшĕнче шкул ачисемпе пĕрле Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа паттăрлăх урокĕ те иртĕ.

Палăртса хунă мероприятисем ял тăрăхĕсем хушшинчи библиотекăра та, ялсенчи библиотекăсенче те сахал мар. Тĕп мероприятисем майăн 4 - 9-мĕшĕсенче пулмалла. Çав кунсенче библиотекăсенче "Через года, через века - помните!" ятпа паттăрлăх урокĕсем, республикăри "Свеча памяти" акци шайĕнче ял тăрăхĕсенче Çĕнтерÿ палăкĕсем патĕнче асăну мероприятийĕсем, библиотекăсен вулав залĕсенче "Наша история - наша победа!" ятпа асăну урокĕсем иртĕç.

Майăн 5 - 9-мĕшĕсенче вара "Поделись теплом своей души" акци пулать. Ку кунсенче библиотека ĕçченĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем патне килĕсене çитсе курĕç, пурнăç çĕнĕлĕхĕсем çинчен каласа парĕç, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашĕç.

И. НИКОЛАЕВА,

Муркаш районĕнчи «Централизациленĕ библиотека системи» бюджет учрежденийĕн директорĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика