Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар комиссарĕнчен мĕн ыйтнă?

12 апреля 2017 г.

Апрелĕн 5-мĕшĕнче Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков икĕ сехете яхăн "тÿрĕ лини" ирттерчĕ - çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Муркаш тата Элĕк районĕсенче пурăнакансене мĕнле ыйтусем канăçсăрлантарнине пĕлес тĕллевпе эпир Владимир Казаковпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Владимир Иванович, сирĕн пата "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче мĕнле ыйтусемпе тухрĕç;

- "Тÿрĕ лини" икĕ сехет пычĕ. Çак вăхăтра медицина комиссине тухассипе, призывниксене çара хăш вырăна ярассипе, çар училищисене вĕренме каяссипе, çара контракт мелĕпе каяссипе çыхăннă ыйтусем ытларах пулчĕç. Çавăнпа та вĕсене хаçат вулакансем валли те кĕскен хуравласа хăвармалла пулĕ.

Медицина комиссийĕн тĕрĕслевĕнче призывниксем çара юрăхлипе юрăхлă маррине категорисем çине уйăрса палăртаççĕ. Тĕрĕслев призывника çара кайма юрăхсăр пулнине çирĕплетсен, çамрăксене "саппаса" яраççĕ, çар билетне параççĕ. Çавăнпа та пĕтĕмлетÿ тĕрĕс пултăр тесе медицина комиссийĕ вăхăтĕнче хăшĕсене хушма тĕрĕслеве янăшăн пăшăрханма кирлĕ мар.

Çара хăш вырăна каясси пирки каласан, кунта службăна тăма хатĕр çамрăкăн кăмăл çирĕплĕхне те, ÿт-пÿ аталанăвне те шута илеççĕ. Çавăн пекех салтаксене тĕрлĕ чаçе ямалли план та пур. Çапла вара яшсем çĕршыври пур çар округне те, Нацгвардие те каяççĕ.

- Çар училищине вĕренме каяс кăмăллисем хальхи вăхăтра сахал мар пулĕ, мĕншĕн тесен унта вĕренме кĕнисене патшалăх нумай çăмăллăхпа тивĕçтерет.

- Çар училищине вĕренме каясшăннисен йышĕнче чăнах та малашлăх пирки тĕплĕн шухăшлакансем темелле. Вĕсем çак вĕренĕвĕн пур лайăх енĕ пирки те ыйтса пĕлчĕç. Çар училищисене шкултан вĕренсе тухакансене, çара кайса килнĕ 24 çул тултарман яшсене вĕренме йышăнаççĕ. Çавăн пекех Оборона министерствин хушăвĕпе хĕрсене хăш çар училищине вĕренме йышăнассине те çирĕплетнĕ.

Вĕренме кĕмелли условисене нумайăшĕ пĕлет. Профиль енне кура патшалăх экзаменĕсене лайăх тытмалла. Кунсăр пуçне ÿт-пÿ аталанăвне, кăмăл çирĕплĕхне шута илеççĕ. Вĕренме кĕрекенĕн çар училищинче вĕренме юрăхлине палăртакан критерисене те тивĕçтермелле.

- Вăрттăнлăх мар пулсан, контракт мелĕпе çара каяссипе ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачин пурнăçне йĕркелес тесе интересленет е çамрăксем хăйсем шăнкăравларĕç;

- Ку "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче çамрăксем шăнкăравларĕç. Эпир вĕсен ыйтăвне хуравланă май çара контракт мелĕпе камăн кайма ирĕк пуррине, хăш çар чаçĕсене кайма май пуррине ăнлантартăмăр. Контрактпа çара каяс кăмăллисен чи малтанах пирĕн пата çар комиссариатне килмелле е Шупашкарти пуçтарăнмалли пункта çитмелле.

- Контрактпа çара кайнин лайăх енĕ чылай. Çавăнпа та çитес вăхăтра эпир кун пирки хаçат вулакансене тĕплĕнрех пĕлтерме май    тупăпăр. Паян вара пысăк уявсенчен пĕри - Космонавтика кунĕ. Владимир Иванович, çак кун сирĕншĕн мĕнпе пĕлтерĕшлĕ;

- Паллах, çак уяв чăваш халăхĕшĕн чи малтанах Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт ячĕпе çыхăннă. Маншăн вара, хам Байконурта çарта пулнă май, çак уяв питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Космонавтика - çÿллĕ шайри технологиллĕ наука, космонавтсем те пиншер мар вĕт, вĕсене пĕрре, иккĕ, виççĕ... тесе шутласа каймалла. Байконурта службăра тăнă чух пĕр карапа уçлăха вĕçтерме мĕн тери анлă ĕç туса ирттермеллине ăнланса илетĕн. Эпир телевизорпа мĕн куратпăр; Карап уçлăха вĕçсе хăпарса кайнине. Куçа курăнман ĕçĕ вара унта темĕн чухлех. Байконурта ăна шăпах салтаксемпе офицерсем пурнăçлаççĕ.

Службăра тăнă чух эпир вĕçев кунне эрне малтан пĕлеттĕмĕрччĕ. Çакă та мăнаçлантаратчĕ пире. Космосран таврăнсан космонавтсем яланах салтаксемпе тĕл пулатчĕç. Калаçу патриот туйăмне татах вăйлататчĕ.

Каламалла, унта службăра тăнисен йышĕнче пирĕн ентешсем сахал мар пулнă. Пурте салтак тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çавăнпа та çар служби е ĕç космонавтикăпа çыхăннисене пурне те çак кунпа саламлатăп.

- Калаçушăн тав.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика