Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăксене тирпейлер

12 апреля 2017 г.

Çулсеренех çуркуннехи вăхăтра ĕç коллективĕсемпе ял çыннисем тавралăха тирпейлес ĕçе пуçаруллăн хутшăнаççĕ. Кашни çул иртекен тирпейлĕх уйăхлăхĕ пуçланчĕ, пирĕнтен кашниех çак ĕçе хутшăнма тăрăшĕ.

Çÿлерех асăннине тĕпе хурса тата кĕçех Аслă Çĕнтерÿ уявĕ çитнине шута илсе палăксене тата вĕсен территорийĕсене тирпейлесси те актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Палăксем культура объекчĕсен шутне кĕреççĕ, вĕсене район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕ тимлĕхре тытать. Çавна май асăннă пай ертÿçине Е. ЧерновăНА районти ку тĕлĕшри ĕçпе паллаштарма ыйтрăм:

- Çак тапхăр тĕлне районта 1941 - 1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене халалланă 61 палăк-объект шутланать: 56 палăк, 5 асăну хăми. Çулсеренех çак объектсене вырăна тухса тĕрĕслетпĕр. Кăçал та унти ĕçсемпе паллашнă. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсенчи лару-тăру япăх мар.

Çапах та çанталăк улшăнăвне кура çулсеренех вĕсем тавра пĕчĕк юсав ĕçĕсем ирттерме тивет: сăрламалла, штукатурка тумалла, çырнине çĕнетмелле, çавăн пекех йывăçсене касмалла, территорисене тирпейлесе хăтлăх кĕртмелле.

Çÿлерех асăннă ĕçсене кашни ял тăрăхĕнче тумалла. Палăксене ытларах культура учрежденийсем тата шкулсем çумне çирĕплетнĕ. Çак тĕлĕшри мĕнпур мероприяти валли çĕр пин тенкĕ ытла тăкаклама палăртнă. Тирпей-илем кĕртес ĕçсене майăн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Çавăн пекех кăçал Ярославка ял тăрăхĕнче çĕнĕ палăк лартма палăртнă, проект калăпăшĕ çĕр пин тенкĕ ытла.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика