Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

12 апреля 2017 г.

Çур аки васкатать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен пĕрлехи ларура çур аки ĕçĕсене сÿтсе явнă. Республикăн ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов каланă тăрăх, кăçалхи тыр-пул акмалли пĕтĕм лаптăк 585 пин гектарпа танлашать. Техника культурисем ытларах тупăш панине кура вĕсен лаптăкне ÿстерме палăртнă. Михаил Игнатьев усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме сĕннĕ.

Кăçал ял хуçалăхĕ валли палăртнă бюджета пĕчĕклетмеççĕ. Аграрие патшалăх шайĕнчен 2 млрд та 331 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, çакă иртнĕ çулхинчен 10 процент ытларах.

Çур акире пĕтĕмпе 2614 трактор ĕçлĕ, çак тапхăр тĕлне 87 проценчĕ техосмотр витĕр тухнă.

 

6 пин хушма ĕç вырăнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, республикăри монохуласенче 2018 çул вĕçленнĕ тĕле 6 пин ытла хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртаççĕ. Çавна валли 10 млрд тенкĕлĕх инвестицисене явăçтарасшăн. Чăваш Енри Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле монохулисене комплекслă аталантарассин программисен паспорчĕсен проекчĕсене туса хатĕрленĕ ĕнтĕ.

 

1334 яш çар ретне тăрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура çамрăксене кăçалхи çуркунне çара илессин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Çурхи призывра 1334 граждана çар ретне илме палăртнă. Республика юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх, призывниксем хушшинче çар ретне юрăхлисен йышĕ ÿссе пырать. 2009 çулта вăл 51 процент пулнă пулсан, халĕ 75 процентпа танлашать.

 

Лару-тăру лайăхланать

Чăваш Республикинче виçĕ çултан аслăрах ачасем валли ача сачĕсенче черет çук. Кун пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регион Правительствин 2016 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май каланă. Хальхи вăхăтра ачасене шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтересси 78 процентпа танлашать. Юлашки 6 çул хушшинче çынсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 3,5 çул, 2012 çулхипе танлаштарсан нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25 процент ÿснĕ. Бюджет сферинче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 2016 çулта унчченхи çулхинчен 3,6 процент, 2011 çулхинчен 1,9 хут пысăкрах пулнă.

 

Сĕт хакĕ пысăкрах

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче ял çыннисенчен туянакан сĕт хакĕ иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 24 процент пысăкрах, республикипе вăл вăтамран пĕр литршăн 19,2 тенкĕпе танлашать (пĕлтĕр 15,5 тенкĕ пулнă). Чи пысăк хак (20 - 24 тенкĕ) - Вăрнар районĕнче, чи пĕчĕкки (17 тенкĕ) - Хĕрлĕ Чутай районĕнче. Пирĕн районта сĕте ял çыннисенчен вăтамран 18 - 20 тенкĕпе туянаççĕ.

В. ШАПОШНИКОВ,

Р. Илларионова

хатĕрленĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика