Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ачасем валли

08 апреля 2017 г.

Кăçалхи март-апрель уйăхĕсенче Раççейри 45 хулара çамрăк талантсен "Синяя птица" Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн суйлав тапхăрĕ иртет. Çак проекта Пĕтĕм Раççей патшалăх телерадиокомпанийĕ (ВГТРК) йĕркелесе пырать. Проект çамрăк пултаруллă артистсемпе паллаштарать. Конкурса хутшăнакансем - 17 çул тултарман пултаруллă ачасем.

"Синяя птица" конкурс виççĕмĕш хут иртет. Шупашкарта вара суйлав тапхăрĕ пĕрремĕш хут пулĕ. Ăна Чăваш патшалăх филармонийĕнче апрелĕн 30-мĕшĕнче ирттереççĕ.

Суйлав тапхăрĕшĕн ответлă пулса тăракан "Чувашия" патшалăх телерадиокомпани регион правительстви пулăшнипе суйлав тапхăрĕнче мала тухнисен пултарулăхне сăнлакан видеоматериалсене конкурс йĕркелÿçисем патне çитерет. Чи пултаруллисене вара "Россия 1" телеканалпа кăтартакан передача хатĕрлеме йыхравлĕç.

Конкурса хутшăнас кăмăллисен проект сайтĕнчи (pticaĕtv) анкетăна çырса тултармалла. Хутшăнакана музыка инструменчĕ е ытти хатĕр кирлине те палăртмалла.

Конкурс çак номинацисемпе иртет:

- вокал (классика, халăх, эстрада)*

- хореографи (классика балечĕ, спортпа бал ташши, халăх ташши, акробатика рокк-н-ролĕ)*

- музыка инструменчĕпе вылясси*

- хăйне евĕрлĕ жанр (цирк ăсталăхĕ, акробатика, художество гимнастики)*

- художество сăмахĕ, актер ăсталăхĕ*

- калаçу ăсталăхĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8(8352)62-67-49.

Н. Николаева хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика