Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правилăсене пăхăнмалла

08 апреля 2017 г.

Иртнĕ виçĕ уйăхра пирĕн район территорийĕнчи çул-йĕр çинче пулса иртнĕ аварисен хисепĕ чакнă, анчах та вĕсен йывăрлăхĕ пысăкланнă. Çакна патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн даннăйĕсем çирĕплетеççĕ.

Районти çулсем çинче çак вăхăтра 5 авари пулса иртрĕ. Вĕсенче 2 çын суранланнă, çуран çÿрекен 3 çын пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта тухнă 7 аварире 10 çын суранланнă, вилнисем пулман.

Çул-йĕр çинчи инкексенче ытларах чухне çуран çÿрекенсем, мотоциклсемпе мопедсен водителĕсем, велосипедпа çÿрекенсем суранланаççĕ тата вилеççĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра виçĕ аварире çуран çÿрекен виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ.

Пулса иртнĕ инкексен иккĕшĕн сăлтавĕ çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннă. Вĕсем иккĕшĕ те ÿсĕр пулнă, иккĕшĕ те транспорт çÿрекен çул çинче выртнă. Тĕксĕм тĕслĕ çи-пуçпа пулнăран асфальт çинче курăнман.

Тепĕр инкекĕ М-7 автотрасса çинче водитель хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе пулса тухнă.

Çуран çÿрекенсен те, водительсен те çул çинче тимлĕхпе асăрханулăха нихăçан та çухатмалла мар. Çуран çÿрекенсен май пур пулсан яланах тротуарпа утмалла, çул урлă каçнă чух пĕр-икĕ çеккунт маларах каçса каяс тени вилĕм патне илсе çитерме пултарасса манмалла мар. Çул урлă каçмалли ятарлă вырăнта та тимлĕ пулмалла, водительсем тепĕр чухне машинăна чарса ĕлкĕреймесен те пултараççĕ.

Ашшĕ-амăшĕн çул-йĕр çинче ачасемшĕн яланах тĕслĕх пулмалла - çул-йĕр правилисене пăхăнмалла, ачасене те çавнах вĕрентмелле, хăнăхтармалла.

С. Иванов,

патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх

инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика