Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăчăкă праçникĕ (Вербное воскресенье)

08 апреля 2017 г.

Çак праçник Аслă типĕн 6-мĕш эрнин вырсарни кунĕ пулать (Мăнкун праçникĕ умĕн пĕр эрне маларах). Урăхла ăна Иисус Христос Иерусалима чаплăн пырса кĕнĕ праçник (Вход Господень в Иерусалим) теççĕ. Кăçал вăл апрелĕн 9-мĕшĕнче пулать.

Çак праçник умĕнхи шăматкуна Лазарь шăмат кунĕ теççĕ (Лазарева суббота). Çав кун Иисус Христос Туррăмăр тăватă кун вилĕ выртнă хăйĕн вĕренекенне Лазаре чĕртсе тăратнине асăнаççĕ. Лазаре чĕртсен тепĕр кунне Иисус Христос Иерусалима кайнă. Унпа пĕрле вĕренекенĕсем те, темĕн чухлĕ халăх та пулнă. Иерусалим хулине кĕриччен Иисус Христос вĕренекенĕсене çамрăк ашак илсе килме хушнă. Ашака çавăтса пырсан ун çине вĕренекенĕсем хăйсен тумтирне сарнă, Иисус Христос вара çав ашак çине улăхса ларнă та малалла Иерусалималла кайнă.

Çав вăхăтра Иерусалимра халăх питĕ нумай пулнă, вĕсем иудейсен Пасха праçникне пухăннă. Паллах, Иисус Христос Лазаре чĕртсе тăратнă тĕлĕнмелле ĕç пирки вĕсем нумайăшĕ илтнĕ. Вĕсем хăватсем тăвакан Христос килет тенине илтсен, пурте Христоса курасшăн хирĕç тухнă. Халăхран хăшĕсем Христос пырас çул çине тумтирĕсене сарса хунă, хăшĕсем пальма йывăççин турачĕсене касса илсе çул тăрăх пăрахса пынă, хăшĕсем тата çав туратсене алăра тытса пынă. Христоспа пыракансем те, Ăна хирĕç тухнисем те, пурте Турра мухтаса кăшкăра пуçланă:"Осанна Давид Ывăлне! Турă ячĕпе килекен мухтавлă! Ей Çÿлти Осанна!".

Çапла темĕн чухлĕ халăхпа Иисус Христос Иерусалима патша пулса пырса кĕнĕ, Унăн мухтавне курса пурте тĕлĕннĕ, пурин те чунĕ савăнса тăнă.

Эпир те çак праçнике асăнса чиркĕве кăчăкă турачĕсем илсе каятпăр. Праçник кĕллинче кăчăкă турачĕсемпе тăрса, Иисус Христоса хирĕç кĕтсе илнине кăтартатпăр. Çак кăчăкă туратне чиркÿре кĕлтуса тасатаççĕ, ăна киле илсе килсе Турă кĕтессине иконсем патне хураççĕ.

Йÿçкассинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий атте.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика