Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

08 апреля 2017 г.

Канашăн - çĕнĕ ертÿçĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртнĕ. Ларăва райадминистраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пынă. Канаш членĕсем район экономикине инвестицисене ытларах явăçтарассипе, çак ĕçе канаш хывакан тÿпене ÿстерессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн председателĕ пулма Владимир Паладьева суйланă.

 

Пурлăх бази çирĕпленет

Вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси çине районта çуллен пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă Мăн Хураçка шкулĕнче 2015 - 2016 çулсенче пысăк калăпăшлă юсавпа строительство ĕçĕсене пурнăçланă. Кăçал та шкул çурчĕн çивиттине улăштарма 700 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Калăпăшлă юсав ĕçĕсене кăçал çавăн пекех Турай, Ильинка, Тойкилтĕ, Мăн Сĕнтĕр шкулĕсенче, "Рябинушка", "Колокольчик", "Путене", "Солнышко", "Радуга", "Незабудка", "Мечта" ача сачĕсенче те туса ирттерме палăртнă.

 

Хваттерлĕ пулаççĕ

Тĕрлĕ программăна хутшăнса районта çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем, нумай ачаллисем, вăрçă ветеранĕсем хăтлă хваттерлĕ пулаççĕ, хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ. Иртнĕ çул кăна районти 66 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарнă, çавна валли пĕтĕмпе 67,6 млн тенкĕ уйăрнă. Çак кунсенче вара Аслă Отечественнăй вăрçăн тепĕр участникĕн тăлăх мăшăрĕ - Çеçмер ялĕнче пурăнакан Евдокия Ермолаева пурăнмалли çурт-йĕр туянма свидетельствăна тивĕçнĕ. Çапла вара черетре тăракан вăрçă участникĕсемпе вĕсен тăлăх мăшăрĕсене районта пурне те пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерсе пĕтернĕ. Сăмах май, кун пеккисем районĕпе пурĕ 261 çын.

 

Бюджет ÿсет

Районăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта тупăшсем енĕпе 117,6 млн тенкĕпе (иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 110,4 процент) танлашнă. Районăн хăйĕн тупăшĕн шайĕ - 35,1 млн тенкĕ (100,4 процент). Вăл шутра НДФЛ виçи - 66 процент е 23,1 млн тенкĕ (ÿсĕм - 17,8 процент). Района каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ уйăрасси те 15 процент ÿснĕ, 82,5 млн тенкĕпе танлашнă.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика