Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекенсен ĕмĕт-тĕллевĕ пĕрре

08 апреля 2017 г.

Пус çумне пус хушассишĕн тăрăшакан ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кунпа мар, сехетпе çывхаракан çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕсене хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Вĕсенче ака-сухана кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлас тĕллевпе паян ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессипе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Çакна иртнĕ ытларикун, ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Çирĕплетнĕ графикпа çурхи уй-хир ĕçĕсене тухмалли техникăна ĕçе кăларма ирĕк илме техосмотр ирттернине курма-тĕрĕслеме çак кун района Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машина тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ С. Вязовский килсе çитрĕ.

Малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа çур акине хатĕрленес ĕçсене пĕтĕмĕшле сÿтсе яврĕ. Ун хыççăн Сергей Юрьевич район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе В. Ананьевпа Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче хире кăлармалли тракторсене тĕрĕслеве тăратнă çĕре хутшăнчĕ.

Эпир парка çитсенех асăннă хуçалăхра техникăна ĕçе хатĕрлессипе çанă тавăрса ĕçлени куç умне пулчĕ. Çакă анаткассисемпе çатракассисем ыранхи кунпа пурăннине çирĕплетет тесе шутлатăп. Механизаторсемпе пĕрле хуçалăхри инженерсемпе кооператив ертÿçи         А. Воробьев та кунтах.

- Иртнĕ çул ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе тăрăшуллă ĕçленĕрен паян вĕсене ĕçе хатĕрлессипе пысăк ыйтусем çук. Ку вара çур акине тĕплĕнрех хатĕрленме май парать. Хуçалăхри механизаторсем çакна ăнланса ĕçлеççĕ, - терĕ тĕрĕслевçĕсене кĕтсе илнĕ май Алексей Валентинович.

Хуçалăхăн черетлĕ çур акире ĕç калăпăшĕ пысăк. Вĕсене вăхăтра пурнăçлама ĕç планĕсем те хатĕр, техникăна та механизаторсене çирĕплетсе панă. Малашлăхпа пурăнакан хуçалăх ĕçченĕсен кĕске вăхăтрах 850 гектар йышăнакан кĕрхи культурăсен пуссине тата 750 гектар нумай çул ÿсекен курăксен анине вăхăтра сÿрелесе нÿрĕк тытса хăвармалла, апатлантармалла. Кун хыççăн çĕре технологипе килĕшÿллĕн хатĕрлесен 400 гектар урпа, 300 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 100 гектар пăрçа акса хăвармалла.

1800 гектар пусу çĕрĕсем те кĕр аки валли хатĕрлеме çу каçа пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Хуçалăх специалисчĕсемпе механизаторĕсем çак çĕрĕн пĕр тăваткал метрĕ те çум айне пулса намăс кăтартмасса шантараççĕ.

Кооперативăн тĕп инженерĕ Иван Васильев ăнлантарнă тăрăх, çак ĕçсене вăхăтра пурнăçлама юсавлă техника тата яваплăха ăнланакан механизаторсем кирлĕ. Вĕсем вара çур аки алăкран шакканă вăхăтра Суворов яч. хис. хуçалăхра çителĕклĕ. Вăхăт çитсен уй-хире МТЗ-82 тракторсем 5 единица тата 3 единица ХТЗ тракторсем тухмалла. Вĕсен экипажĕсен кашнин ĕç планĕ паянах паллă. Хăйĕн тракторне техника тĕрĕслевне тăратнă май çакăн пирки Андрей Архипов механизатор питĕ шанчăклă каласа пачĕ. Андрей Юрьевич тĕрлĕ çулта водитель тата механизатор пулса кăçал хуçалăхра 21-мĕш çур акине хутшăнать. Сумлă жюри тĕрĕслевĕ унăн "хурçă учĕ" акана тухма хатĕррине палăртрĕ.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ пирки калас пулсан хуçалăх çак кун техосмотра 9 трактор кăларчĕ. Хальлĕхе вĕсенчен иккĕшĕ çеç тĕрлĕ вак-тĕвек юсавсăрлăхпа ĕçе тухма ирĕк илеймерĕç.  

- Хамăр туса çитерейменнине курса тăратпăр. Мĕн тумалли йăлтах куç умĕнче. Паян палăртнă çитменлĕхсене çитес кунсенчех пĕтерме тăрăшăпăр. Ку - хамăршăн. Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçласан хуçалăх экономики те тĕрекрех пулĕ, хамăрăн пурнăç та лайăхланĕ, - пĕлтерчĕç палăртнă çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах пĕтерме шантарса çур акине хатĕрленекен механизаторсем.

- Сирĕн мал туртăмлă ĕçлеме условисем пулни куç умĕнче. Техника хатĕрĕ те, ĕç вăйĕ те çитсе пыни çур акине эсир кĕске вăхăтра пурнăçласса шантарать, - терĕ пухăннисемпе çур акири хăрушсăрлăхпа калаçу ирттернĕ май ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машина тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ С. Вязовский.

Çур аки алăкран шаккать. Хресчен хĕрÿ ĕçе кÿлĕниччен шутлă кунсем юлаççĕ...

А. БЕЛОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьевпа (сулахайран пĕрремĕшĕ) ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машина тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ С. Вязовский (сулахайран иккĕмĕшĕ) Суворов яч. хис. хуçалăх механизаторĕпе Андрей Архиповпа (сылтăмри).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика