Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул урлă ăçтан каçăпăр-ши?

05 апреля 2017 г.

Муркашри Мир урамĕ район центрĕн тĕп урамĕсенчен пĕри пулса тăрать. Районти шалти ĕçсен пайĕ патĕнчи çул хĕресленĕвĕнчен тытăнса Чапаев урамĕпе хĕрĕсленнĕ çĕре çитичченех (вăтам шкул патĕнче вырнаçнă) тăсăлать вăл. Çулăн пĕр енче магазинсем, столовăй, автостанци, Россельхозбанк тата ытти предприятипе организаци вырнаçнă, тепĕр енче - район сучĕ, почта, район администрацийĕ, прокуратура, физкультурăпа спорт комплексĕ, Муркаш пасарĕ т. ыт. те.

Паллă ĕнтĕ, куллен çул урлă вуншар та вуншар çыннăн каçма тивет. Мир урамĕпе иртекен çул республика пĕлтерĕшлĕ шутланать. Çуран çÿрекенсене çул урлă каçма туса панă ятарлă вырăнсем вара (пешеходный переход) иккĕ кăна: пĕри урамăн пĕр вĕçĕнче, тепри - тепĕр вĕçĕнче вырнаçнă. Çуран çÿрекенсем валли çул урлă каçма район администрацийĕ е пасар çывăхнерех тепĕр каçă йĕркелесси пирки ыйту район хаçатĕнче В. Мастеров та хускатнăччĕ. Анчах та ыйтăва татса пама май килмерĕ курăнать. Ахăртнех республика пĕлтерĕшлĕ çул урлă каçмалли вырăн йĕркелесси те ку çула пăхса тăракан организаци компетенцийĕнче.

Анчах та çуран çÿрекенсене чарса пĕтереймĕн. Район администрацине е пасара кайма никам та район сучĕ е шкул патнелле утма шухăшламасть. Ăçта килчĕ унта каçакансем пур. Енчен те инкек пулса тухсан вара; Кам та пулин автомашина айне пулса сусăрăнсан кама айăпламалла пулать; Ирĕк паман вырăнта каçнăшăн çуран çÿрекен хăех айăплă пулса тухмĕ-и-ха?

Муркаш ялĕнче пурăнакан çын та çав ыйтăвах çĕклерĕ. "Урам урлă каçмалли вырăнсене урăх ниепле те йĕркелеме май çук-ши;" - тесе ыйтать вăл. Çитменнине Муркашри тепĕр çул - Гагарин урамĕнчи çул урлă каçма шалти ĕçсен пайĕ умĕнчи çул хĕресленĕвĕ патĕнче туса панă ятарлă вырăнта та хăш чухне каçма хăрушă пулни пирки калать. Çул урлă çуран çын каçнине пăхса тăмасăрах автомашинăпа вирхĕнсе иртсе каякансем пур иккен.

Паллă ĕнтĕ, ыйтăвĕсем пурте пĕлтерĕшлĕскерсем. Вĕсем чи малтанах çуран çÿрекенсен çул çинчи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннăскерсем. Çавăнпа та компетентлă хурав илес тесе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа тĕл пулма шухăшларăм. Çакăн пирки каласа пачĕ вăл.

Çапла, çулĕ чăннипех те - республика çулĕ. Ăна Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕ пăхса-тытса тăрать. Çуран çÿрекенсем валли каçă татах туса парасси те çак учреждени компетенцийĕнче шутланать.

Район администрацийĕ ку ыйтупа ĕçлемест мар. Çуран çÿрекенсем валли татах каçă тăвассин ыйтăвĕпе хысна учрежденине пĕрре кăна мар тухнă. Анчах та çул çÿрессин хăйĕн нормисемпе положенийĕсем пур иккен. Район администрацийĕ çывăхĕнчех çуран çÿрекенсем валли каçă йĕркелеме ниепле те май килмест. Мĕншĕн тесен урам çулĕ кукăр-макăр, пăрăнчăксем пур. Кун пек çĕрте çул урлă каçни хăрушлăхпа çыхăннă.

Владимир Германович ыйтăва урăхларах майпа татса пама шухăш пурри пирки каларĕ. Чылайăшĕ Муркаш шкулĕ патĕнчи çул хĕресленĕвĕн вырăнĕнче пулса курнă пулĕ. Çуран çÿрекенсем ăçта килчĕ унта автомашина çулĕ çине тухса каясран кунта карта-хÿме тунă, Çĕнтерÿ паркĕнчен шкулалла тата каялла каçма ятарлă каçă туса панă. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

Çавăн пек чикĕлев хÿми-картине Мир урамĕпе çулăн икĕ енĕпе те тума май пур иккен. Кун пек тусан çуран çÿрекенсем валли çул урлă каçмалли ятарлă каçăсем туса пама, автомашинăсене çултан айккинелле пăрăнса кĕмелли вырăнсене йĕркелеме пулать. Çакă çул çÿрессин хăрушсăрлăх нормисене те тивĕçтермелле. Владимир Германович кун пек сĕнÿпе "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденине тухма палăртни пирки пĕлтерчĕ.

Шалти ĕçсен пайĕ патĕнчи çул урлă каçмалли вырăн пирки - уйрăм калаçу. Кунта çул урлă каçма хăрушă тени тĕрĕсех те мар пулĕ. Паллă ĕнтĕ, пуçтах водительсем те пулаççех, мĕн килсе тухасса шухăшламасăр çул çине сиксе тухакан çуран çÿрекен çынсем те пĕтмен-ха. Калăпăр, шалти ĕçсен пайĕ умĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх ĕçченĕ тăрать тейĕпĕр. Çуран çÿрекен çынна çул урлă каçма памасăр автомашина вирхĕнсе иртсе кайнине инспектор курмăш пулса тăрса юлмастех тесе шухăшлатăп.

Кунта автомашинăпа çÿрекен пĕр водитель (хĕрарăм) каласа панине аса илме кăмăл пур. Хайхискер çуран çынсем каçмалли вырăн патне автомашинипе çитсе пыратăп, тет. Çул урлă тепĕр çын каçма пуçланă иккен-ха. Автомашинăна курса çын каçма чарăнчĕ, тет. Хĕрарăм водитель те автомашинине чарнăччĕ, тет, анчах та çуран çÿрекен çын вырăнтах тăнине кура автомашинăна тапратса каçă урлă иртсе кайнă пулать. Çакна пăхса тăракан инспектор водителе чарнă, протокол çырнă иккен. Штраф тÿлеме тивни пирки калать.

Тепĕр тĕслĕх - çуран çÿрекен хĕрарăм каласа панинчен. Каçăпа çул урлă чиперех каçса пыратăп, тет. Çулпа килекен автомашина чарăннă та хĕрарăма ирттерсе ярать ĕнтĕ. Унччен те пулмарĕ, автомашина водителĕ кантăкне антарчĕ те ятлаçма пуçларĕ тет хайхи: "Мĕн, кăвакал ами пек сĕтĕрĕнсе утатăн; Сана татах нумай кĕтсе тăмалла-и манăн;" - тесе кăшкăрашать, тет. Çавăн хыççăн хайхи хĕрарăм ку вырăнта çул урлă унтан-кунтан автомашина таврашĕ курăнман чухне кăна каçма тăрăшатăп, тет.

Ку тĕслĕх вара пире пурне те - водительсене те, çуран çÿрекенсене те - ырă чунлăрах пулмалли, пĕр-пĕрне хисеплемелли пирки тепĕр хут аса илтерме тивĕç. Хăш чухне пĕр сăмахпах çынна самантрах ĕмĕрлĕх кÿрентерме, амантма пулать, каçарăва тивĕçме вара çăмăлах мар. Шел, хамăр тÿссе курмасăр тепĕр чухне ниепле те ăнланаймастпăр çакна.

Вулакансене аса илтеретĕп: "Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕсем - 62-2-82, 8-927-857-42-06.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика