Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир те каç ачасем юнашар

01 апреля 2017 г.

Улма-çырла йывăççи пекех этем те хăй ÿссе çитĕнсен ача-пăчана çул парать, вĕсен малашлăхĕшĕн пурăнать, ăнăçăвĕсемшĕн савăнать. Çулсем иртнĕ май ачисене ĕçе хăнăхтарасси, çын умĕнче пит хĕретмелле ан пултăр тесе тĕрĕс воспитани парса пурнăç вырăнне тупма пулăшасси, шăкăл-шăкăл пурăнма вĕрентесси - ашшĕ-амăшĕн пурнăç тĕшши. Иртнĕ кунсенче тĕл пулса сăмах пуçарсан Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан З. Колесникова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла Валерия тата Варвара мăнукĕсемпе) та ман пекех шутлани палăрчĕ. Анчах ку вăл пĕрре пăхсан кăна. Хамăр калаçăва маларахах пĕтĕмлетсен çапла калама пулать: Зинаида Анатольевна хăйĕн пурнăçне те, ĕç ĕмĕрне те пĕтĕмпех ачасемпе çыхăнтарнă.

- Ачасене юратассине хам пурнăçăмра аннерен вĕренсе юлтăм. Çак пысăк юратăва пĕрре алла илтĕм те тек сĕвĕрĕлеймерĕм унран. Кĕçĕн Тутаркасра пурăннă пирĕн çемьере те 6 ачаччĕ, эпĕ - 5-мĕшĕччĕ. Аттепе анне хресченсем пулнăран тата ачисене хытă юратнăран çак енсене хамăрпа хутшăннă хушăра пирĕн ăша инçетри ачалăхрах хывса хăварчĕç, - хăйĕн çинчен калаçиччен ашшĕ-амăшĕ пĕлтерĕшлĕрех пулнине палăртса пуплерĕ ĕç ĕмĕрне ачасемпе ĕçлессине халалланă хĕрарăм.

- Ача-пăчапа ĕçлесси юратусăр пулмасть. Эсир çакна валли ятарлă пĕлÿ илнĕ-и; - кăсăкланатăп калаçăва анлăлатма тăрăшса.

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче çуралнă атте-аннен хутла вĕренме вăхăчĕ те, майĕ те пулман. Кунне-çĕрне çĕр ĕçĕнче ирттернĕскерсем ачисене те аслă пĕлÿ çулĕпе уттарайман. Çапах хăйсем тимленипе пиччепе йăмăк аслă пĕлÿ илчĕçех. Анчах манăн та хама вĕренмен çын тесе калас килмест. Хамăра пурăнма, ачасене пурнăç çулĕ çине кăларма, килти хушма хуçалăха аталантарма ăс тата ĕç опычĕ çитет. Тата мĕн кирлĕ пире; - ыйтуллăн тинкерсе хуравларĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм газ кăмакинчен кукăль кăларнă май.

Ĕçрен пăрăнман, пурнăçа юратнă Зина ĕçрен катара ÿсмен. Çапла вара ялти шкулта 8 класс пĕтерсен вĕреннĕ хушăрах ĕç специальноçне алла илес тĕллевпе хĕр пĕрчи профессипе техника училищине маляра вĕренме кĕрет. Тăрăшсах ăс пухать вăл. Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе вĕренет. Анчах алла диплом илсен çамрăк хĕр хăй суйласа илнĕ ĕçпе нумаях ĕçлеймест, "Сундырский" совхоз водителĕпе Леонид Колесниковпа çемье çавăрать те пурăнма яла таврăнать.

Ĕç тиркемен тата алă усса ларма хăнăхман çамрăк хĕрарăм çийĕнчех Мăн Сĕнтĕрти ресторана кухня ĕçченĕ пулса ĕçлеме вырнаçать. Пурнăçра малалла çеç пăхакан яланах шыравра. Çапла вара тăрăшуллă тата мал ĕмĕтлĕ пике чашăк-тирĕк çунă хушăрах апат-çимĕç пĕçерекен специальноçне алла илет, дипломлă поварта вăй хума пуçлать. Çак хушăра хăй те ача амăшĕ пулса тăнăран Зина пĕтĕм тăрăшулăхне хăйĕн икĕ хĕрне парать. Амăш юратăвĕ вăйланнăран кăшт пурăнсан вăл Мăн Сĕнтĕрте çĕнĕрен уçăлакан "Мечта" ача садне повар пулса ĕçлеме заявлени парать. Унтанпа 30 çула майлă вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, анчах хăй тивĕçлĕ канурине пăхмасăрах Зинаида Анатольевна ачасене апат пĕçерсе çитерессинчен пахарах, яваплăрах ĕç курмасть те.

- Пĕрремĕш çул садике йышăннă, апат çиме вĕрентнĕ ачасем - паян сумлă ашшĕ-амăшĕ ĕнтĕ. Хăйсен шăпăрланĕсемпе пирĕн садике çÿреççĕ. Çул çинче вĕсемпе тĕл пулса калаçатăп, ыйтса пĕлетĕп те, вĕсен пурнăçĕ йĕркеленсе пынишĕн савăнатăп, - юр айĕнчен çĕр тухма пуçланă пахчаналла тинкерчĕ хĕрарăм. Калаçу малалла тăсăлнă май паян ирлесех ачисемпе 5 мăнукĕ тата мăшăрĕ валли пысăк кукăль пĕçерни пирки сăмахларĕ.

Зинаида Анатольевнан мăшăрĕ те алă усса ларакан çын мар. Водителе вĕреннĕскер, çартан таврăнсан руль умне ларнă та - паян кунчченех çул çинче. Тăтăшах ĕçре пулин те, кил хуçи арăмĕ мăшăрĕ килти ĕçсене ĕлкĕрнине те палăртрĕ: "Пĕрле ĕçлемесен пахчапа, килти хушма хуçалăхпа тулăх усă курма çук çав. Ялта пурăнаканшăн вара килти хушма хуçалăх - хушма тĕкĕ".

Çакăн пек çемьере пулса куртăм та республикăра Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне ирттернин тĕшши ăçта упраннине уççăнраххăн ăнланса илтĕм.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика