Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă пикесем

01 апреля 2017 г.

Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен Культура министерстви тата спонсорсем пулăшнипе çулсеренех "Кĕмĕл сасă" конкурс ирттерет. Пĕтĕм Раççейри конкурс кăçал мартăн 24-25-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче питĕ хĕрÿ иртрĕ. Хутшăнакансем пирĕн республикăран кăна мар, ытти регионтан та çитнĕ: Чĕмпĕр, Пенза, Оренбург, Саратов, Тюмень, Мурманск тата ытти тăрăхран. Уйрăм юрлакансем финала 28-ăн тухрĕç, кунсăр пуçне - ансамбльсем те.

Çак пысăк йышра эсир сăн ÿкерчĕкре куракан илемлĕ те хастар пикесем - Москакассинчи Дарья Макарова тата Çурлатри ялĕнчи Елена Филиппова пулчĕç.

Конкурсра "Гран-при" çĕнсе илнĕ Екатерина Сулимкинăран (Çĕмĕрле хули) 1 балл кăна кая юлса Дарья 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ, çакна çирĕплетекен дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ. Профессионалсенчен тăракан жюри унăн вокалĕ çÿллĕ шайрине палăртрĕ.

Елена кăçал малтисен йышĕнче пулаймарĕ, анчах та унăн юррине тата ăсталăхне хакласа ăна республикăри стоматологире малта пыракан медицина организацийĕн парне сертификачĕпе чысласа хавхалантарчĕç.

Муркаш ен пикисене малашне те пысăк ăнăçусем сунатпăр.

Н. Николаева.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика