Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕлевсем пулаççĕ

01 апреля 2017 г.

Çĕнĕлĕхсем водитель стажĕ икĕ çултан пĕчĕкреххисене пырса тивеççĕ. РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев çакăн пирки калакан йышăнăва алă пуснă. Ăна Раççей Правительствин сайтĕнче пичетленĕ.

Документра палăртнă тăрăх, пĕр транспорт хатĕрне тепринпе туртса кайнă чухне транспорт хатĕрĕсене тытса пыракан водительсен стажĕ икĕ çултан кая мар пулмалла.

Çавăн пекех пуçласа руль умне лараканăн мотоциклпа тата мопедпа пассажира лартса кайма юрамасть. "Çынна мотоциклпа лартса каякан водителĕн А тата А1 категори транспорчĕпе çÿреме ирĕк паракан удостоверение икĕ е ытларах çул маларах илнĕ пулмалла", - тенĕ документра.

Мопед водителĕсемшĕн вара кирек епле категори прави икĕ çул ытларах вăхăт алăра пулни кирлĕ пулать. Çавăн пекех пуçласа автомашина рулĕ умне ларакан водительсем тĕлĕшпе требованисем çирĕпленеççĕ. Вĕсен автомашини çинче ятарлă асăрхаттару палли пулмалла. "Начинающий водитель" паллă пулмасан, кун пек транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарма та пултараççĕ, административлă майпа явап та тыттарма пăхнă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика