Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ

01 апреля 2017 г.

Хушма пĕлÿ парассине пирĕн районта муниципалитетăн 4 учрежденийĕ йĕркелесе пырать: Çамрăк техниксен станцийĕ, Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕ, "Сывлăх" спорт шкулĕ тата Ача-пăча пултарулăх çурчĕ. Çавăн пекех - Спорт министерствин ведомствинчи В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн филиалĕ.

2016 - 2017 вĕренÿ çулĕнче Çамрăк техниксен станцийĕнче пурĕ 755 ача, "Сывлăх" спорт шкулĕнче 667 ача, искусство шкулĕнче 370 ача, пултарулăх çуртĕнче 1006 ача хушма пĕлÿ илсе хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ.

Çамрăк техниксен станцийĕ çулсеренех           А. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ кубокĕшĕн иртекен шкул ачисен спартакиадинче (авиамодельсен, карт ăмăртăвĕсен, робототехникăра) малти вырăна тухать.

Районти "Сывлăх" спорт шкулĕ те çулсеренех малтисен ретĕнче. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ спартакиадăра яллă районсенчен малти вырăна тухрĕ.

Çамрăк армеецсен юхăмĕ пирки те каласа хăвармалла. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн районти çамрăк армеецсем те, çарпа патриот клубĕ те Чăваш Енре çĕнтерÿçĕ пулчĕç.

Ача-пăча пултарулăх çурчĕ те вăхăтпа тан пырать. 2016 çулта вĕсем хатĕрленĕ "Моргаушский район - край перспективного туризма" проекчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçме пултарчĕ. Проекта пурнăçланă май пирĕн районти чылай шкул ачи районти, республикăри тата республика тулашĕнчи тĕрлĕ экскурсие тухса курчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи Çырăвне тата Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин 2016 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчи 198 № "О проведении республиканского конкурса муниципальных программ по развитию инженерного и технического творчества детей и молодежи в 2016 году" хушăвĕпе килĕшÿллĕн ачасемпе çамрăксен инженери тата техника пултарулăхне аталантарма 2016-2020 çулсем валли Муркаш районĕн программине те çирĕплетнĕ.

"Инженерипе техника профильлĕ классем" республика проектне районти 5 шкул хутшăнать: Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Чуманкасси тата Калайкасси шкулĕсем. Çак профиле Çамрăк техниксен станцийĕ йĕркелесе, тишкерсе тăрать. Инженерипе техника класĕсенче техника черченине алла илеççĕ, техника документацийĕпе тата наукăпа техника литературипе ĕçлеме хăнăхаççĕ, информатикăпа тата робототехникăпа практика ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, химипе стандартлă мар задачăсем шутлама вĕренеççĕ.

Районта робототехника енĕпе çулсеренех ăмăртусем ирттеретпĕр. Кăçал акă Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем О. Волков вĕрентекен ертсе пынипе 2015 çултанпа республикăра малти вырăнсене йышăнаççĕ. Чăваш Республикин чысне Мускаври конкурссенче тивĕçлĕн хÿтĕлеççĕ.

Кăçал та Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче муркашсем Мускаври ăмăртăва ăнăçлă хутшăнчĕç.

З. Дипломатова,

район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика