Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Призыв пуçланчĕ

01 апреля 2017 г.

Паянтан, апрелĕн 1-мĕшĕнчен, Раççей Федерацийĕнче çуркуннехи призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Вăл июлĕн 15-мĕшĕнче вĕçленет. Çак вăхăтра çар комиссариачĕсенче медицина комиссийĕсем призывниксен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, çара юрăхлине палăртаççĕ.

Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков пĕлтернĕ тăрăх, çуркуннехи призыв кампанийĕ вăхăтĕнче икĕ районтан пурĕ 430 яша комиссине чĕнеççĕ. Вĕсенчен 80 çамрăк çар ретне çак призыв вăхăтĕнче тăрĕ.

Яланхи пекех пирĕн салтаксем тĕрлĕ çар округĕнче, тĕрлĕ çарта службăра тăрĕç. Çĕнĕлĕх вара шкул хыççăн аслă е вăтам профессиллĕ пĕлÿ илнисене пырса тивĕ. Вĕсем тÿрех 2 çуллăх контракт службине суйласа илме пултараççĕ. Каламалла, служба вырăнне те хăйсен суйлама ирĕк пур.

Çак вăхăтра шкултан вĕренсе тухакан призывниксене тата çартан таврăннă яшсене çар училищисене вĕренме ярассипе те ĕçсем пыраççĕ.

Призыв кампанийĕ вăхăтĕнче, апрелĕн 5-мĕшĕнче, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков çынсен ыйтăвĕсене тÿрĕ линипе йышăнать. Телефон номерĕсем: 8(83541)62-7-01 тата 8-927-998-01-10. Шăнкăравсене 10.00 -12.00 сехетсенче йышăнаççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика