Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

01 апреля 2017 г.

Ĕçмелли шыв пахалăхĕшĕн

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ И. Моторин республика Правительствин çынсен сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ларура сÿтсе явнă тĕп ыйту ĕçмелли шыв пахалăхне тĕрĕслесе тăрассипе çыхăннă. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Н. Луговская палăртнă тăрăх, республикипе илсен, ĕçмелли шыв пахалăхĕ япăх темелле мар. Апла пулин те ялсенче, çынсенчен чылайăшĕ харпăр хăй алтнă çăлсемпе усă курнă май, пахалăх шайĕ тивĕçтерсех каймасть.

 

Тĕнче балет фестивалĕ

Апрелĕн 4 - 9-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери XXI балет фестивалĕ иртет. Çакă вăл Чăваш Ен культура пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсенчен пĕри пулса тăрать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшнипе пирĕн патра ирттерекен фестивале çуллен 5 пин çын ытла пырса курать. Унта балет искусствин тĕнче шайĕнчи çăлтăрĕсем хутшăнаççĕ. Балет искусствине кăмăллакансемшĕн фестиваль - пысăк парне.

 

Тепĕр 75 ФАП пулĕ

Юлашки тăватă çулта Чăваш Енре 125 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса хута янă. Вĕсенчен 25-шĕ хăйсен алăкĕсене пĕлтĕр уçнă.

Чăваш Ен влаç органĕсем республикăра тата 75 çĕнĕ ФАП тума планлаççĕ. Кун пирки Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ. Çĕнĕ 75 ФАП-ран 25-шне 2017 çулта пурĕ 16 районта тума палăртнă.

ФАП-сене хăпартас ĕçе çĕр типсенех пуçăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика