Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

01 апреля 2017 г.

Пухусем пыраççĕ

Ĕçлекен ырă шанăçпа пурăннине ял хуçалăх производство кооперативĕсен кăçалхи отчетлă пухăвĕсем те туллин çирĕплетеççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнсенче отчет пухăвĕсем ирттернĕ хушăра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те иртнĕ çулхи ĕçсене пăхса тухса пĕтĕмлетрĕç. Иртнĕ кунсенче отчет пухăвĕсене Е. Андреев яч. хис., "Герой", Суворов яч. хис., "Свобода" хуçалăхсем ирттерчĕç.

 

Туризм ыйтăвĕпе

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче районта туризма аталантарассипе ведомствăсем хушшинче ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ               Р. Тимофеев ертсе пынă. Лару ĕçне ЧР культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ И. Архипов хутшăннă. Тĕл пулура туризм навигацийĕн системине районта тăвассине пăхса тухнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку ĕçе утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме тĕллев лартнă. Муниципалитетсене туризм объекчĕсемпе кăтартмалли 1-мĕш этапа тури чăвашсен музейĕ те кĕнĕ. Район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕ            Е. Чернова пĕлтернĕ тăрăх, кун пирки çывăх вăхăтра федераци, республика çулĕсем çинче тата Муркашра паллăсем пулĕç.

 

Коррупципе  кĕрешме

Иртнĕ юн кун районти коррупципе кĕрешекен канашăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ         И. Николаев ертсе пынă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та хутшăннă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ тата кунти нормăпа право акчĕсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Л. Тарасова пĕлтернĕ. Вăл вырăнсенчи документсен çаврăнăшне пăхса тухнă, вырăнсенчи пуçлăхсемпе тĕрлĕ шайри депутатсем хăйсен тупăшĕ пирки пĕлтерни пирки каласа панă.

Пĕлтĕр граждансен 208 çырăвне тĕрлĕ шайра пăхса тухнă. Вĕсем хушшинче вырăнти самоуправлени органĕсенче, муниципаллă организацисенче ĕçлекенсем тĕлĕшпе коррупци йĕркине пăсни пирки пĕлтерни пулман.

 

Ачана ашшĕ те,  амăшĕ те кирлĕ

Пирĕнтен кашнинех атте-аннен юратăвĕ, вĕсем ĕçе хăнăхтарни ура çине тăма пулăшнă, пулăшать те. Пурнăç çулĕ çинче вара тĕрлĕ сăлтавпа ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем те пур. Çак йывăрлăха лекнисене ашшĕ-амăшĕн юратăвне парас текенсене апрелĕн                 5-мĕшĕнчен ятарлă пĕлÿ пама пуçлаççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕнче ыйтса пĕлме пулать.

А. БЕЛОВ

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика