Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ен

29 марта 2017 г.

Тăван ене хÿтĕлер

Тăван тавралăха юратасси, сыхласси, хÿтĕлесси эпир çуралса ÿснĕ кил-çуртран, вылянă урамран, хамăра пурнăç çулĕ çине кăларнă ялтан пуçланать. Халĕ каланине асра тытса Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Вомпăкассинчи ял клубĕнче çут çанталăка сăнлакан кĕнекесен тишкерĕвне ирттерчĕç. "Çут çанталăка сыхласси - Тăван çĕршыва хÿтĕлесси" ятлă пулчĕ вăл.

Выставкăри пур кĕнеке те тăван тавралăха епле упраса хăварассипе тулли хурав парать. Вăл 3 пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ экологипе тăван тавралăха сыхлас ыйтусене хускатать. Иккĕмĕш пайра çухалса пыракан чĕрчунсемпе ÿсен-тăран вырăн тупнă. Виççĕмĕш пайра - тăван тавралăхăмăр çинчен çырнă произведенисем.

Сиплĕ курăксем

Иртнĕ эрнере Мăн Хураçка ял библиотекинче шкулта вĕренекенсемпе ешĕл йывăç-курăка аптека вырăнне усă курас тĕллевпе вĕрентÿллĕ вăйă "Поле чудес" иртрĕ. Ăна йĕркелесе ирттерекенĕ ял библиотекарĕ Е. Прокопьева пулчĕ.

Вăйă каçĕ пуçламăшĕнче Екатерина Витальевна ачасене П. Синявскийăн эмел курăкĕсем пирки калакан юмахĕпе паллаштарчĕ. Виçĕ тура пайланнă юмах каçĕ вăййа хутшăнакансемшĕн кăсăклă пулăмсемпе пуян пулчĕ.

Тĕрлĕ юмахран илнĕ ыйтусем çине вăхăтра тата çаврăнăçуллă хуравсем парса Максим Шаландаев вăйă çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Вăл тăван енри сиплĕ курăксене ытларах пĕлнипе тĕлĕнтерчĕ.

Фестиваль пулать

Экологи çулталăкĕн тытăмĕнче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Улатăр хулинче регионсем хушшинчи "Пире ку тĕнчене упрама халалланă" 5-мĕш экологи фестивалĕ иртет.

Ачасемпе çамрăксен экологи культурине ÿстерес тĕллевпе иртекен асăннă фестиваль - çулленхи пулăм. Унăн учредителĕпе йĕркелÿçи ЧР Çут çанталăкпа экологи министерстви тата "Присурский" патшалăх заповедникĕ" шутланаççĕ.

Палăртма кăмăллă, иртнĕ çул асăннă экологи фестивальне 12 муниципалитетри 60 ытла педагог хутшăннăччĕ. Вĕсем хушшинче Ростов облаçĕнчен килнĕ хăнасем те пулнăччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика