Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тинех шыв анма пăрахрĕ"

29 марта 2017 г.

Районти тĕп библиотекăра вăй хуракан Тамара Ивановăпа курса калаçнăччĕ. Тамара Валентиновна библиограф пулса ĕçлет. 1976 çултанпа ку ĕçре (сăн ÿкерчĕкре). Вăл пурăнакан нумай хваттерлĕ çуртра - Муркаш ялĕнчи Октябре 50 çул урамри 44 А çуртра иртнĕ çул капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килнине пĕлнĕ пирки, эпĕ унпа тĕл пулнă май унăн професси ĕçĕ-хĕлĕпе кăна мар, ытларах пĕрлехи çуртри юсав ĕçĕсем пирки ыйтса пĕлме кăмăл турăм. Акă мĕн каласа пачĕ вăл:

"1994 çулта хута янăранпах пурăнатпăр ку çуртра. Малтанхи вăхăтра пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнăччĕ. Анчах та пурăна киле çурт çийĕнчен мачча тăрăх шыв анма пуçларĕ. Хваттерте юсав ĕçĕсем туса ирттерсен те май çук. Стенасем вĕçĕм хуралса кăвакарса ларатчĕç.

2016 çулччен те çуртăн çине юсаман мар. Вĕçĕмех юсанă. Анчах та шыв çав-çавах анма чарăнмастчĕ. Юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн тепĕртакран çав-çавах шыв сăрхăнма пуçлатчĕ. Уйрăмах кĕрхи йĕпе-сапа е çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çаплаччĕ. Çурт çине унта-кунта сапланипе кăна ăçтан шыв анма чарăнтăр ĕнтĕ вăл. Çитменнине эпир 3-мĕш хутра пурăнатпăр. Çавăнпа та çуртăн çине тĕпрен юсасси чи малтанах пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ шутланнă".

Çапла, капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул Тамара Валентиновна пурăнакан виçĕ хутлă çуртăн çине тĕпрен юсама май килнĕ, унччен витнĕ материалсене сÿсе çурт çине çĕнĕрен сарнă. Ĕçсене чикĕллĕ яваплăхлă "Центр-Строй" обшество строителĕсем пурнăçланă.

Сăмах май, çурчĕ 3 хутлăскер, пĕтĕмпе 24 çемье пурăнать унта. Кашни хутрах, вăл шутра 3-мĕш хутра пурăнакансем те, 8 çемье.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин каласа панă тăрăх, 2016 çулта капиталлă юсав ĕçĕсен программипе районта татах виçĕ объектра калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килнĕ. Акă Муркашри Восточная урамри 6-мĕш çуртра электроэнергипе тивĕçтермелли системăна тĕпрен юсанă, Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 12-мĕш çуртра сивĕ шыв парса тăмалли тата электроэнергипе тивĕçтермелли системăсене юсанă, Москакассинче те сивĕ шыв парса тăмалли системăна юсанă. Тăватă объектра юсав ĕçĕсене пĕтĕмпе 1 млн та 574 пин тенкĕлĕх ытла туса ирттернĕ. Конкурсра çĕнтернĕ май, пур объектри юсав ĕçĕсене те "Центр-Строй" ООО пурнăçланă.

2015 çулта вара харăсах пилĕк объектра юсав ĕçĕсене пĕтĕмпе 1 млн та 344 млн тенкĕлĕх ытла туса ирттернĕ. Пурнăçланă ĕçсем: Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 1-мĕш çуртра тата çав урамри 5-мĕш çуртра, Муркашри Октябре 50 çул урамри 36-мĕшпе 42-мĕш çуртсенче сивĕ шыв парса тăмалли тата электроэнергипе тивĕçтермелли системăсене юсанă, Восточная урамри 6-мĕш çуртра вара сивĕ шыв парса тăмалли системăна йĕркене кĕртнĕ.

Владимир Германович çавна та каласа пачĕ. Капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли программа вăя кĕнĕренпе икĕ çул хушшинче районта юсав ĕçĕсене 9 объектра туса ирттернĕ. Ĕçсене пĕтĕмпе 3 млн тенкĕлĕхе яхăн пурнăçланă. Кăçал вара капиталлă юсав ĕçĕсене Муркашра татах 4 çуртра туса ирттерме палăртаççĕ.

Анчах та ыйтусем те пур иккен-ха. Хăш чухне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн взноссене ирĕклĕнех тÿлесшĕн мар. Взнос тÿлессипе пысăк парăма кĕрсе пыракансем те пур. Анчах та кун пеккисем хăйсене кăна мар, пĕрлехи çуртра пурăнакан ытти çынсене те сиен кÿме пултараççĕ иккен. Мĕншĕн тесен капиталлă юсавшăн взнос тÿлессипе пысăк парăмлă шутланакан çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермеллисен черетĕнчен кăларса пăрахма та пултараççĕ. Апла пулсан пĕрисен тимсĕрлĕхне пула теприсен маччаран шыв анакан хваттертех тертленме тивĕ.

Владимир Германовичпа тĕл пулнă май, районĕпе илсен, капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн взнос пуçтарăнасси пирĕн районта мĕнле шайра пулнипе те интереслентĕм. Республикăн вăтам шайĕнче иккен. Программа вăя кĕнĕренпе - 2014 çулхи декабрь уйăхĕнчен тытăнса 2017 çулхи январь уйăхĕччен капиталлă юсав ĕçĕсен пĕрлехи фондне 9 млн та 795 пин тенкĕ ытларах пухăнмалла пулнă пулсан, 7 млн та 306 пин тенкĕ ытла пухăннă. Взнос пухăнассин шайĕ 75 процентпа танлашать. Ку кăтартăва япăх темелле мар пулĕ те, анчах та Пăрачкав районĕн кăтартăвĕ 84 процентпа танлашнине те манар мар. Муркашсем вара мĕнрен кая;

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика