Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур акине хатĕрленеççĕ

29 марта 2017 г.

"Путь Ильича" агрофирмăра патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса çур акине хатĕрленнĕ вăхăтра алă усса ларакана кураймастăн. Хорнуйсемпе шаптаксем пус çумне пус хушас тĕллевпе паян яра кунах çур акине хатĕрленеççĕ. Хуçалăхра маларахах çурхи уй-хир ĕçĕсен планне хатĕрлесе çитернĕ. Вĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлас тĕллевпе паян вырăнти механизаторсем ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Çителĕклĕ вăй хуратпăр-и-ха эпир кунта; Ял хуçалăхĕн çак сферинче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси епле пынипе паллашма иртнĕ кунсенче агрофирмăра пулса куртăм. Аслă ăрури механизаторсемпе çамрăксем тата хуçалăх специалисчĕсем пĕр урапа çинче пулни, пĕр шухăш-ĕмĕтпе ĕçлени ырă малашлăха шантарчĕ.

- Вăрлăх хатĕр, минераллă удобрени тата сĕрмелли-çунтармалли материал туянма килĕшÿ тунă. Сÿресемпе культиваторсене çĕнĕ çулчченех юсавлисен ретне лартнăран паян иртен пуçласа каçчен дисклă сÿресем, ака агрегачĕсем, сарлака культиваторсем юсассипе ĕçлетпĕр. Хуçалăх ертÿçисем çур акиччен çĕнĕ техника килессине те шантараççĕ. Ĕçлекенсем çитеççĕ, анчах çур акире хамăра пулăшма кăмăл тăвакансене те эпир хирĕç мар, - кăшт канса илнĕ вăхăтра кăмăллăн калаçрĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ Алексей Воробьев (сăн ÿкерчĕкре сулахайри).

Специалист сăмахĕпе Сергей Бычков газоэлектросварщик, Роман Владимиров водитель, Алексей Ильин механизатор (сăн ÿкерчĕкре тĕп инженертан сылтăмалла) килĕшрĕç.

- Иртнĕ çул ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипех тăрăшуллă ĕçленĕрен паян вĕсене ĕçе хатĕрлессипе пысăк ыйтусемех çук. Ку вара çур акине тĕплĕн хатĕрленме май парать, - терĕç вĕсем.

А. БЕЛОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика