Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çул тултарчĕ

29 марта 2017 г.

Ильинка ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнчи хисеплĕ ветеран Зинаида Гавриловна Любимова мартăн 23-мĕшĕнче сумлă 90 çул тултарчĕ. Çавна май хăтлă кил-çурта пысăк йыш пуçтарăнчĕ, юбилярăн сăн-пичĕ савăнăçпа çуталчĕ.

Зинаида Гавриловнăна район администрацийĕн представителĕсем - социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕ     С. Скворцова, социаллă пулăшу центрĕн ертÿçи О. Иванова тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Ляченков саламларĕç.

Эпĕ вара вăр-вар та тарават Зинаида Гавриловна пурнăçĕпе кăсăклантăм. Вăл каланă тăрăх, çав вăхăтри кирек епле яш-кĕрĕм пекех ĕç çумне питех те ир çыпăçнă. Ашшĕ Гаврил Павлович вырăнти ял хуçалăх артель ертÿçинче тăрăшнă. Амăшĕ те хăй пурнăçне ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вĕсем ырă тĕслĕхри хисеплĕ мăшăр пулнă.

Çичĕ класлă пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк хĕр 1943 шутлав ĕçне пуçăннă, Сĕнтĕр районĕн çĕр пайĕнче статистикра тăрăшнă. Пултаруллă ĕçчене ертÿçĕсем те асăрханă, вăл анлă тавракурăмлă пулнипе пĕлĕве ÿстерме сĕннĕ. Çав çулсенчех вăл бухгалтер курсĕнче вĕренсе çĕнĕ специальноç алла илнĕ.

1944 çулхине вара Сĕнтĕр потребсоюзĕнче бухгалтерта тăрăшма пуçланă. Хăйне пысăк должноçсенче тĕрĕсленĕ, склад ертÿçинче те тăрăшнă. Йывăр вăрçă çулĕсем пынă май çителĕклĕ чухлĕ çăкăр çиесси ĕмĕтре кăна пулнă. Çавăнпа та çăкăр заводĕнче ĕçлени уншăн питех те пысăк телей шутланнă.

Хăй ĕç ĕмĕрне Сĕнтĕр райповĕпе тачă çыхăнтарнă. Нумай ача амăшĕ пулнине кура алă çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулин те ĕçрен уйрăлма васкаман.

Яланах тÿрĕ чунпа кăна ĕçленĕ Зинаида Гавриловнăна ĕçре питех те хисепленĕ. Чылай çамрăк специалиста вăл пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. 1979 çулхине "Ĕç ветеранĕ" медале илме тивĕçнĕ. Юбилярăн кăкăрĕ тĕрлĕ орден-медальпе тулнă. Çÿлĕк çинче Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсен пуххи, пĕр-пĕр кĕнеке тейĕн, питех те йышлă-çке вĕсем.  

Йывăр ĕçпе тертленнĕ, тĕрлĕ хуйхă-суйхă курма пÿрнĕ, вăрçă çулĕсенче самай нушаланнă пулин те, юбиляр хăйне лайăх туять. Иртнĕ çулхи самантсене питех те тĕплĕн астăвать. Халĕ те вăл пурнăç уттипе тан пыма тăрăшать, район хаçатĕнче тухса тăракан çĕнĕ хыпарсене вуламасăр хăвармасть.

Мăшăрĕпе Иван Семеновичпа çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнăскерсем, аякри хулара та пурăнаççĕ. Кашниех çак сумлă уява килме вăхăт тупнă.

- Çичĕ ача çитĕнтертĕм, пĕрне те чĕрçи çинче сиктертсе ларма вăхăт пулман, тăтăшах ĕçе чупнă. Отпуск вăхăтĕнче те ытти ĕçе васканă. Мана валли ĕç вырăнĕ яланах пурччĕ, командировкăна та кайма тиветчĕ. Кашни ачан хăйĕн ĕçĕ, тивĕçĕ пулнă. Ачасене яланах çирĕплĕхре тытма тăрăшнă. Хамăн та ларса канма вăхăт пулман. Сад-пахча питех те тулăхчĕ пирĕн, кашниех тĕрлĕ улма-çырла туса илссишĕн унта тăрăшатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх те сахал пулман, - кăмăллăн калаçать вăл.

Юбиляр çавăн пекех ал ĕç ăсти те пулнă. Илемлĕ перчеткесем, ытти япала чылай çыхнă. Ачасем йышлă пулнăран ал ĕçĕсĕр пурăнманни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Сумлă çула пăхмасăр илемлĕ те вăр-вар пулнин вăрттăнлăхĕ вара вăл ырă чунлă та ĕçчен пулнинче тесе палăртать, ыттисене те çапла пулма сĕнет.

Зинаида Гавриловнăн çамрăк йăхĕ йышланса пырать. Ачисем, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнуксем вăтăр саккăрăн. Малашне ку йыш татах та пысăкланĕ-ха.

Хисеплĕ юбиляр çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Унăн канашĕпе сĕнĕвĕ кирек камшăн та вырăнлă. Эпир Зинаида Гавриловнăна тепĕр хут юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăхпа канлĕ ватлăх сунатпăр.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика