Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Озон сиплет

27 марта 2017 г.

Муркашри район тĕп больницинче те озонпа сиплеме тытăнчĕç. Озонпа сиплени - хальхи вăхăтри сиплевĕн çĕнĕ меслечĕ. Озон газĕпе усă курса сиплени физиотерапи процедури шутланать.

Озон - хăйне евĕр шăршăллă кислородăн виçĕ атомĕнчен тăракан тĕссĕр газ. Унăн паха енĕ - дезинфекци витĕмĕ пурри. Ăна шыв, апат-çимĕç, йăлари тата медицинăра усă куракан япаласене микроорганизмсенчен тасатма усă кураççĕ. Пÿлĕмри сывлăша озонпа тасатни те çын организмне бактерисене хирĕç кĕрешме пулăшать.

Медицинăра кислородпа хутăштарнă озонпа усă кураççĕ. Ăна физиологи растворĕпе е дистилляторпа тасатнă шывпа хутăштараççĕ.

Озон бактерисене, вируссене хирĕç кĕрешме, юн тымарĕсене сарăлма, иммунитета вăйлатма, веществосен ылмашăвне лайăхлатма пулăшать. Ытти паха ен те пур.

Çыннăн апат ирĕлтерекен трактпа çыхăннă чирсем пулсан, юн пусăмĕ пысăк чухне, пÿре чирĕсене хирĕç кĕрешме, ÿтĕн тата чĕрнен инфекци чирĕсем пур чухне тата ытти нумай чир-чĕре хирĕç кĕрешме озонпа сипленме сĕнеççĕ.

Озон сиплевне ирттерме чаракан самантсене те шута илмелле. Вĕсен шутĕнче - организм озона чăтма пултарайманни, юн çаврăнасси йĕркеллĕ марри, тĕрлĕ сăлтава пула юн юхни, наркăмăшланни, миокард инфарктне чăтса ирттерни тата ытти те. Çавăнпа та сиплев пирки больницăри участок терапевчĕпе, неврологпа канашламалла.

Н. Микрякова, терапевт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика