Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

27 марта 2017 г.

Çур аки ыйтăвĕсемпе

Район администрацийĕ пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе, агрономĕсемпе тата инженерĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çур акине хатĕрленессипе семинар-канашлу ирттерчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ           Р. Тимофеев ертсе пычĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ. Умри ĕçсен ăнăçулăхĕ патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курнипе тÿррĕн çыхăнса тăнине палăртрĕ Сергей Геннадьевич.

 

Канаш ларăвĕ иртрĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канашăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Экономика аталанăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ                     В. Ананьев паллаштарчĕ. Алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешесси çинче Шалти ĕçсен пайĕн представителĕ О. Яковлев чарăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ         Р. Тимофеев çамрăксемпе культура тата спорт мероприятийĕсене ытларах ирттерме сĕнчĕ. Канаш ертÿçи           В. Вязов çак ĕçсене обществăлла канаш членĕсене те явăçтарни вырăнлине палăртрĕ.

  

Баланс комиссийĕ  тишкерчĕ

Район администрацийĕнче баланс комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ертсе пычĕ. Унта муниципалитет предприятийĕсен 2016 çулхи ĕç-хĕлне тишкерчĕç. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн эксперт специалисчĕ Е. Тимофеева палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен муниципалитет предприятийĕсем тупăш илессине, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ÿстернĕ.   "Моргаушское" ЖКХ тата "Моргаушский" пасар тупăшлă ĕçленĕ, "БТИ" чикĕллĕ яваплăхлă общество вара иртнĕ çула тăкаклă вĕçленĕ.

 

Пуху пулчĕ

"Герой" хуçалăх иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе умри тĕллевсене тишкерчĕ. Г. Иванова ертÿçĕ отчетлă докладпа паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кашни отрасль ăнăçлă ĕçлесе пырать. Тĕш тырă туса илессипе хуçалăх районта виççĕмĕш вырăнта тăрать. Иртнĕ çула 2 миллион тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Тÿлевсене вăхăтра парса татнă, 4 миллион та 900 пин тенкĕлĕх налук тÿленĕ. Хуçалăх ĕçченĕсене Г. Иванова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тăрăшулăхшăн тав турĕç, малашне те пĕрле тăрăшма ăнăçу сунчĕç.

Р. МАКАРОВА хатĕрленĕ  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика