Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăванĕсем те, ĕçтешĕсем те манмаççĕ

27 марта 2017 г.

Çемьери çывăх çыннисемпе тăванĕсем кăна мар, ĕçтешĕсем те манмаççĕ ăна - Вăрманкас Хачăкра çуралса ÿснĕ Григорий Кудькова.

Вăл Москакассинчи шкула çÿренĕ. 1993 çулта ăна милицин уйрăм тивĕçĕсене пурнăçлакан (ОМОН) отряда илнĕ. Службăра Григорий хастарлăхпа палăрса тăнине калаççĕ юлташĕсем, анчах та 1998 çулта унăн пурнăçĕ татăлнă - Григорий Çурçĕр Кавказ тăрăхĕнче служба тивĕçне пурнăçланă чух пуç хунă. РФ Президенчĕн Указĕпе ăна Мухтав орденĕпе наградăланă.

Çакăн пек паттăр ячĕпе Москакасси ял тăрăхĕнче кăçалхипе 17-мĕш хут волейбол ăмăртăвне пуçтарăнчĕç. Районти командăсемпе пĕрлех кунта Шупашкар хулинчи командăсем те килсе çитрĕç, вĕсен йышĕнче яланхи пекех "ОМОН" команда пулчĕ.

Ентеше асра тытнăшăн спортпа туслисене тав сăмахĕ каласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев районта юлашки çулсенче спорта çамрăксем йышлăн явăçма тытăннине савăнса палăртрĕ. Ку ăмăртăвăн ĕмĕрĕ вара вăрăм пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов та, районти ытти ертÿçĕ те Г. Кудькова хисеплени, асра тытни ачасене патриот воспитанийĕ парассинче пĕлтерĕшлине палăртрĕç.

Москакассине Росгвардин Чăваш Республикинчи ОМОНăн кадрсемпе тата воспитанипе ĕçлекен уйрăмăн командир çумĕ Алексей Комаровпа ĕçтешĕсем çитрĕç. Вĕсем кунта кашни çулах килеççĕ. Григорий ячĕпе çулсеренех ăмăрту ирттернĕшĕн, патриот воспитанине тивĕçлĕ шайра тытса пынăшăн А. Комаров шкулпа ял тăрăхĕн администрацийĕсене Тав çырăвĕпе чысларĕ. Шăплăх минучĕ иртсен Г. Кудьковăн Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Спортзалта вăйăсем пуçланнă хыççăн ОМОН отрячĕн ушкăнĕ вара Григорийĕн тăван килне, унăн амăшĕ патне парнепе çитсе килчĕ. Салтак амăшĕ вĕсене яланах хаваспа кĕтсе илет. Омоновецсем çак ăмăрту кунĕнче кăна мар, ытти чухне те пулăшма килеççĕ: çĕр улми те кăларса пуçтарса параççĕ, пÿрт çивиттине те улăштарса панă ав. Кăçал валли те ĕçĕ пур вĕсен - мĕнпе пулăшмаллине ыйтсах тăраççĕ. Çакăн пек туслăх хуçаланать кунта. Кун пекки хальхи вăхăтра тăвансем хушшинче те сайра тĕл пулать...

Вăйăсем Москакасси тата Оринин шкулĕсен спортзалĕсенче харăсах иртрĕç пулин те, яланхи пекех каçпа тин вĕçленчĕç. Сакăр команда йышĕнче "Москакасси 1" команда мала тухма пултарчĕ, 2-мĕш вырăнта - "Скала", 3-мĕшĕнче - "Муркаш". "ОМОН" команда кăçал тăваттăмĕш пулчĕ.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика