Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк грипĕ - хăрушă чир

18 марта 2017 г.

Юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсем кайăк грипĕ çинчен, ăна тупса палăртнă çĕнĕ регионсем пирки, унпа кĕрешсе мĕн туса ирттернине тата ăна çул парас мар тесен мĕн тумаллине пĕлтерсех тăраççĕ. Асăрхаттару пирĕн тăрăха та пырса тивет. Çакна шута хурса асăннă ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче правительство ларăвне ирттернĕ.

Кайăк грипĕ - тискер кайăксемпе килти кайăк-кĕшĕке пырса тивекен вируслă чир. Чир пуçламăшĕ - унпа чирлекен кайăк чирлĕ кайăк-кĕшĕкпе е сывлăш, е апат-çимĕç, е айсарăм урлă чирлесе ирттернĕ кайăксемпе, чăх-чĕпсемпе пĕрле пулни. Чир хуçалăхра, районта, регионта хăвăрт сарăлса чĕх-чĕпе йышлă (100 процент таранах) пĕтерме, экономикăна пысăк сăтăр кÿме пултарать. Çак чирпе чирленин клиника паллисем: тĕксем тăрса кайни, çăмарта тăваслăх чакни, пуçа каялла хурса утни, апат çиме тата шыв ĕçме пăрахни, шывра ункă туса ишни, хĕсĕккĕн те васкавлăн сывлани, ÿт-пÿ температури 44 градуса çити ÿссе кайни, час-часах симĕс тĕслĕ е юнпа хутăш каяш пулни, вырăнти хăрушлăха асăрхаманни, суккăрланни, сăмса юхтарни, чăхсен киккирикĕсемпе хăлха çаккисем шыçса хурални, час-час вилни. Чирĕн клиникăлла паллисене асăрхасан, килти тата тискер кайăксем йышлă вилнине курсан, çынсен çийĕнчех вырăнти ветеринари учрежденине е выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине 62-8-46, 62-8-62 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

Чир саракансем, тĕпрен илсен, шывра ишекен тискер кайăксем. Шăпах вĕсем инçе вĕçсе чире анлă сарăлма пулăшаççĕ те.

Раççей Федерацийĕнче кайăксен пысăк патогенлă грипне 2005 çултанпа палăртаççĕ. 2016 çулта ăна Раççейăн 5 субъектĕнче тупса палăртнă: Калмăк тата Тува Республикисенче, Краснодар крайĕнче, Астраханьпе Ростов облаçĕсенче. Вĕсенче пĕтĕмпе 12,2 пин пуç кайăк-кĕшĕк чирленĕ тата вилнĕ. Виçĕм çулхи тĕслĕхсем (3) тискер кайăксемпе çеç çыхăннă пулсан, пĕлтĕр 9 вырăнта сиксе тухнă тĕслĕхрен пĕринче çеç - Тува Республикинче - чир тискер кайăксемпе пулнă.

Кăçал асăннă чир сарăлас хăрушлăх Европăри çĕршывсенче уйрăмах ÿсни палăрать. Мускав облаçĕнче те унăн çăлкуçĕсем пур. Кунта юлашки тĕслĕхе пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче тупса палăртни хăрушлăх юнашарах пулни пирки калать.

Чăваш Республикинче кайăксен грипĕнчен 2006 çултан пуçласа 2011 çулччен чăх-чĕп ĕрчетекен пур хуçалăхра та кайăк-кĕшĕке вакцинăланă. Паянхи куна республика асăннă чиртен таса шутланнăран вакцина ĕçĕсене ирттермеççĕ. Анчах çакă сыхлăха чакармаллине пĕлтермест.

Акă çуркуннен пĕрремĕш хыпарçисем - кураксем - килсе çитни те пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра ытти вĕçен кайăк та тăван ене таврăнĕ. Кайăк грипĕн тĕп хăрушлăхне кăнтăра вĕçсе кайнă кайăксем таврăнассипе çыхăнтарма пăхнăран çак тапхăр умра тăрать. Хатĕр-и-ха эпир çав хăрушлăхпа кĕрешме, ăна çул парассинчен асăрханма; Çак ыйту паян пирĕнтен кашнинех канăçсăрлантармалла. Асăннă чир кайăк-кĕшĕкрен çын çине куçассинчен сыхласси тата хÿтĕлесси - паян пирĕн общество умĕнче тăракан тĕп ыйтусенчен пĕри.

Пирĕн районта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 573500 пуç чăх-чĕп шутланнă. Вĕсенчен 525 пин пуçĕ - "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче. Кунта паян чăхсене "хупă" мелпе тытса усраççĕ. Унти эпизооти лару-тăрăвне тĕрĕслесех тăратпăр. Иртнĕ çул патшалăх ветеринари служби чăхсен юнĕ тĕлĕшпе фабрикăра 200 тĕпчев ирттернĕ пулсан , кăçал ку ĕçе 50 хутчен пурнăçланă та ĕнтĕ. Хальлĕхе пăшăрханмалли çук.

Чăх-чĕпе кайăк грипĕпе чирлессинчен сыхлас тĕллевпе кашнийĕнех çакна асра тытмалла:

- кайăк-кĕшĕке чăх-чĕп фабрикисенче е килти хушма хуçалăхра уçă е хупă çĕрте тытнă чухне те ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла*

- вырăнти самоуправлени органĕсен кайăк грипĕпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçне массăллăн ирттермелле*

- кайăксем кăнтăртан массăллă вĕçсе килнĕ вăхăтра килти хушма хуçалăхсенче те чăх-чĕпе ытларах витере тытма тăрăшмалла*

- кайăк-кĕшĕке ветеринари докуменчĕсемпе çирĕплетнĕ таса хуçалăхсенчен çеç туянмалла та 30 талăк карантинра тытмалла.

Çак йĕркесене пăхăнсан çеç кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе ĕçлеме чару та, хăрушлăх та пулмĕ.

Л. БОЯРИНОВА,

районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика