Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи ÿсĕмре - кашнин ĕçĕ

18 марта 2017 г.

Малашлăхпа пурăнакан пĕр вырăнта тăмасть. Çанă тавăрса ĕçлесе вăл йывăрлăхсенчен хăрамасăр производствăна пĕр пус хурса виçĕ пус илме çул-йĕр шырать. Шырать те - тупать. Мĕн çуккине тумалла, пĕлменнине вĕренмелле. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çак çула суйласа илнисене куратăн та вĕсен ĕçĕпе районăмăр малалла утнишĕн хĕпĕртетĕн, çĕнĕ технологисене çăварлăхлама пултарнишĕн мал туртăмлă ĕçченсемпе пĕрле савăнатăн, ырă шанчăксем çурататăн.

Выльăх-чĕрлĕх пăхасси çăмăл ĕç мар. Çакна ăнланакана пурнăç ку таранччен пурнăçланă ĕçсемпе çĕнĕлĕхсем çине татах та тăрăшуллăрах пăхма хистет. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче чунне парса вăй хуракансен ĕçченлĕхне курса район администрацийĕ çулленех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче экономика ăмăртăвне ирттерет. Çулталăк вĕçленнĕ май ăна пĕр йышра пĕтĕмлетесси те - районта ырă йăлара. Иртнĕ çул та ку енĕпе унчченхисенчен кая юлмарĕ. Ял хуçалăхри çулталăк ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшса вăй хунă кашни ĕçченшĕн кĕтнĕ самант çитрĕ. Экономика ăмăртăвĕнче вĕсенчен кашниех çĕнтерме тăрăшрĕ пулсан та, пысăк чыса чи хастаррисем çеç тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче 159-мĕш номерлĕ "Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем хушшинче 2016 çулта ирттернĕ экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ çинчен" йышăну çине алă пусрĕ. Унпа килĕшÿллĕн:

1. 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе экономика ăмăртăвĕнче çаксем çĕнтернĕ тесе шутлас та вĕсене наградăлас:

- "Чи лайăх сĕт ферми - 2016" номинацире Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн Анаткассинчи сĕт фермине. Çулталăк хушшинче пĕтĕмпе 1436,8 тонна е пĕр ĕне пуçне вăтамран 6414 килограмм сĕт сунăшăн вĕсене 1-мĕш степеньлĕ диплом тата 3000 тенкĕ укçан преми парас*

- "Мăйракаллă шултра выльăхсен чи лайăх ферми - 2016" номинацире - "Бездна" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн мăйракаллă шултра выльăх фермине. Ĕç коллективне çулталăк хушшинче 20,6 тонна аш-какай туса илнĕшĕн тата самăртма хупнă выльăхсене талăксерен вăтамран 698 грамм ÿт хуштарнăшăн 1-мĕш степеньлĕ диплом тата 3000 тенкĕ укçан преми парас*

- "Чи лайăх сысна ферми - 2016" номинацире "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕ -ăратлăх завочĕн Кашмашри сысна фермине. Çулталăк хушшинче пĕрлехи ĕçпе пĕтĕмĕшле 99,3 тонна аш-какай реализациленĕшĕн ферма коллективне 1-мĕш степеньлĕ диплом тата 3000 тенкĕ укçан преми парас.

2. Асăннă тапхăрта пĕр ĕне пуçне 5 - 6 пин килограмм сĕт сунă çак ĕçченсене диплом тата 1000 тенкĕ укçан преми парса хавхалантарас:

Суворов яч. хис. хуçалăх:

Олгашова Людмила Викентьевна               5853 кг

Филиппова Алина Валериановна               5853 кг

Антонова Фаина Юрьевна                            5787 кг

Дмитриев Вячеслав Николаевич5787 кг

"Путь Ильича" агрофирма

Васильева Алина Владиславовна              5338 кг

Толстова Регина Владимировна5246 кг

"Герой"

Андреева Лариса Алексеевна                     5027 кг

"Свобода"

Степанова Любовь Валериановна             5440 кг

Смирнова Альбина Альбертовна                5246 кг

               "Ударник"

Тихонова Альбина Вениаминовна              5500 кг

Хмелева Зоя Валериановна                         5300 кг

Ильич яч. хис.

Федорова Светлана Леонидовна               5231 кг

"Оринино"

Ковалева Галина Пантелеймоновна         5044 кг

Колбасова Елена Германовна                     5044 кг

- Пĕр ĕне пуçне 6 пинрен пуçласа 7 пин килограмм таран сĕт сунă çак ĕçченсене дипломпа тата 1500 тенкĕ укçан премипе чыслас:

Суворов яч. хис.

Михайлова Надежда Валентиновна          6027 кг

Яковлева Светлана Леонидовна6027 кг

- Пĕр ĕне пуçне 7 пин килограмм ытла сĕт сунă çак ĕçченсене дипломпа тата 2000 тенкĕ укçан преми парса хавхалантарас:

Суворов яч. хис.

Гордеева Вера Ильинична                           7197 кг

Афанасьева Валентина Ивановна             7015 кг

Яковлева Галина Геннадьевна                   7015 кг

Печкова Валентина Николаевна                7004 кг

Алексеева Галина Юрьевна                         7004 кг

3. Ферма территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе ирттернĕ конкурсра çаксем çĕнтернĕ тесе шутлас:

- пĕрремĕш степеньлĕ диплом тата 2000 тенкĕ укçан преми - "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикине*

- иккĕмĕш степеньлĕ диплом тата 1500 тенкĕ укçан преми - "Путь Ильича" агрофирмăн сĕт комплексне*

- виççĕмĕш степеньлĕ диплом тата 1000 тенкĕ укçан преми - Чкалов яч. хис. хуçалăхăн ĕне фермине.

Ильич яч. хис. ял хуçалăхăн производство кооперативĕн Уйкас Янасалти тата "Оринино" хуçалăхăн Патаккассинчи сĕт фермисен коллективĕсем тирпейлĕх ыйтăвĕпе лайăх ĕçленине палăртас.

4. Ял хуçалăх производствинче пысăк ÿсĕмĕсем тунăшăн дипломпа тата 2000 тенкĕ укçан премипе çак ĕçченсене наградăлас, çĕнтерÿçĕ ячĕсене парас:

4.1 Алина Витальевна ОЛГАШОВĂНА - Суворов яч. хис. хуçалăхăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторне - хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕнерен 7197 кг сĕт суса пĕтĕмĕшле калăпăша 280,5 тоннăна çитернĕшĕн "2016 çулта ĕнесене машинăпа сăвакан чи лайăх оператор" ят парас*

4.2 Светлана Юрьевна ГАВРИЛОВĂНА - "Ударник" хуçалăхри техник-осеменатора - çулталăкра пăру илессине 22 процент ÿстернĕшĕн "2016 çулхи чи лайăх техник-осеменатор"*

4.3 Галина Владимировна ВАСИЛЬЕВĂНА - Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп зоотехникне - выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕнĕ технологисемпе малта пыракан опыта кĕртнĕшĕн, сĕт сăвассине 6 процент ÿстерсе пĕтĕмĕшле калăпăша 1436,8 тоннăна çитернĕшĕн тата пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăма 6414 килограма çитернĕшĕн "2016 çулхи чи лайăх зоотехник"*

4.4 Александр Николаевич ИВАНОВА - "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин ветеринари врачне - çирĕплетнĕ хуçалăхри ветеринарипе санитари ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă туса пынăшăн "2016 çулхи чи лайăх ветеринари ĕçченĕ"*

4.5 Раиса Ананьевна БЛИНОВĂНА - "Оринино" хуçалăхăн Патаккассинчи сĕт фермин заведующине - выльăхсене апатлантарас тата пăхас ĕçре малта пыракан технологисемпе анлă усă курса 100 ĕне пуçне 6 пăру ытларах илнĕшĕн, пĕтĕмĕшле 39,9 тонна ÿт хуштарнăшăн тата 46 тонна мăйракаллă шултра выльăх ашĕ туса илнĕшĕн "2016 çулхи чи лайăх ферма заведующийĕ"*

4.6 Андрей Владиславович ФЕОФАНОВА - "Бездна" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн мăйракаллă шултра выльăх самăртакан операторне - мăйракаллă шултра выльăхсене çулталăкра талăксерен вăтамран 698 грамм ÿт хуштарса хуçалăха 20,6 тонна аш туса панăшăн "Мăйракаллă шултра выльăх самăртакан 2016 çулхи чи лайăх оператор"*

4.7 Алексей Петрович БОРИСОВА - "Герой" хуçалăхри пăру пăхакана - пăрусене çулталăкра талăксерен вăтамран 770 грамм ÿт хуштарса хуçалăха 13,2 тонна аш туса панăшăн "2016 çулхи чи лайăх пăру пăхакан"*

4.8 Геннадий Виссарионович СУРИКОВА - "Свобода" хуçалăхри сысна çури илекен оператора - çулталăк хушшинче пĕтĕмĕшле 748 çура илнĕшĕн "Сысна çурисем илессипе 2016 çулхи чи лайăх оператор"*

4.9. Алевтина Германовна РУСАКОВĂНА - "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики" уçă акционерлă обществăн чăх-чĕп пăхаканне - 17,850 пин пуç чăх пăхса кашни чăхран çулталăкра 323 штук çăмарта илсе пĕтĕмĕшле кăтартăва 5,8 миллион штука çитернĕшĕн "Чăх-чĕп пăхассипе 2016 çулхи чи лайăх оператор".

5. Районăн обществăлла пурнăçĕнче активлă пулнишĕн тата республикăра ирттернĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен хĕллехи 8-мĕш спорт вăййисенче хамăр командăна 6-мĕш вырăна кăларма пулăшнишĕн çак ĕçченсене дипломпа тата 1000 тенкĕ укçан премипе наградăлас:

- Алиса Викторовна ВОЛКОВĂНА - "Ударник" хуçалăхри ĕнесене машинăпа сăвакан оператора*

- Мурат Нугзарович БУЛКАЕВА - "Ударник" хуçалăхри ĕнесене машинăпа сăвакан оператора.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика