Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна ĕçе хатĕрлеме вăхăт

22 марта 2017 г.

Ир-каç çанталăк самай сивĕ тăрсан та, кăнтăрлахи хĕвел ăшши çур аки çывхарнине систерет. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра та перекетлĕ ирттерни çĕр ĕçченĕн экономика тĕрекне вăйлатассипе çыхăннă. Малашлăха пăхакан хресчен паянах  çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕсене туллин пурнăçлас тĕллевпе юр айĕнче е гараж-ангарсенче ларакан ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессипе ĕçе кÿлĕнет. Уй-хир ĕçĕн тĕп пайне хресчен техника пулăшăвĕпе пурнăçланăран ăна ĕçе хатĕрлессипе унăн çулсеренех ыйтусем нумай. Анчах ĕçсене вăхăтра пурнăçлани нумай ыйтăва иккĕмĕш вырăна хăварать. Çĕр ĕçченне  çур акиччен вăхăт пуррипе туллин усă курма пулăшас тĕллевпе хамăр тĕпеле паян патшалăх техника надзорĕн районти инспекторне С. НИКОЛАЕВА чĕнтĕмĕр.

- Сергей Александрович, çур аки вăхăчĕ çывхарнă май ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессин пĕлтерĕшĕ ÿсет. Унăн юсавлăхĕ малти вырăна тухать. Кунта паян кая юлмасăр татса памалли ыйтусем пур-и;

- Паллах. Ыранхи кунпа пурăнакан хресчен çур акине хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Ĕç планĕ, вăрлăх, минераллă удобрени, сĕрмелли-çунтармалли материалсем ытлă-çитлĕ янтăланипе пĕрлех ял хуçалăх техники патне те алă çитме пуçланă ĕнтĕ. Пурте пĕлетпĕр, паянхи кăткăс техникăна ĕçе хатĕрлесси - пĕр кунхи ĕç мар. Хĕвел кунсерен çÿлтен çÿле хăпарнине пăхса-сăнаса çĕр ĕçченĕн хирти ĕçсем пуçланиччен ĕçлемелли техникăна техосмотр тăратса унпа ĕçе тухма ирĕк илмелле. Техника юсавлăхĕ тата унăн управлăхĕ пирки иртнĕ кĕркуннех шухăшланисем çур акине юсавлă техникăпа тухасси иккĕлентермест. Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа тирпейлĕ лартнисем çуркуннехи техника тĕрĕслевне те ытларах хатĕр.

РФ Правительствин 2013 çулхи 1013-мĕш номерлĕ постановленийĕпе тракторсене, вĕсен прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевне тăратмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал тракторсемпе вĕсен прицепĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен тата хăйсен харпăрлăхĕнче трактор тытакан граждансен ака-çу уйăхĕсенче техосмотр тăратмалла. Ăна паянах хатĕрленме пуçăнни вырăнлă тесе шухăшлатăп.

- Ака уйăхĕччен вăхăт пур пулин те, хăвăр хатĕрленĕ графикпа çĕр ĕçченне маларах паллаштарма май çук-ши;

- Хамăр ĕçе эпир çак йĕркепе йĕркелетпĕр те. Техникăна ĕçе хатĕрлесси - пĕр-икĕ кунхи ĕç мар. Çавăнпа та Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăна тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн кăçалхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 12-од номерлĕ приказне тĕпе хурса районти хуçалăхсемпе предприятисем тата техника тытакан уйрăм граждансем валли кăçалхи техосмотр графикне туса хатĕрлерĕмĕр. Унпа пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемсĕр пуçне çав территорисенчи уйрăм çынсем те хăйсен харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх техникине тĕрĕслеттерме усă курма пултараççĕ (пĕрремĕш кăтарту - тĕрĕслев кунĕ, иккĕмĕшĕ - техника хисепĕ):

Уйкас Янасал ял тăрăхĕ

Ильич яч. хис.                                    10.04                                              17

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ

Уйрăм граждансемпе КФХсем 11.04                     98

Ильинка ял тăрăхĕ

Уйрăм граждансемпе КФХсем 12.04                     43

Катькас ял тăрăхĕ

ПФ "Моргаушская"                              20.04 9

ООО "ВТМ"                                         20.04                     2

Уйрăм граждансемпе КФХсем 20.04                     96

Муркаш ял тăрăхĕ

Е. Андреев яч. хис.                              03.04           12

"Агросоюз" Картофель"      03.04 1            Уйрăм граждансемпе КФХсем 03.04           31

Москакасси ял тăрăхĕ

"Передовик"                                          13.04             13

Уйрăм граждансемпе КФХсем 13.04                     57

Оринин ял тăрăхĕ

"Восток"                                               15.04                     7

"Оринино"                                          15.04                15

Уйрăм граждансемпе КФХсем 15.04                     37

Çатракасси ял тăрăхĕ

"Свобода"                                           05.04                27

Уйрăм граждансемпе КФХсем 05.04                     52

Турай ял тăрăхĕ

Суворов яч. хис.                04.04                21

Уйрăм граждансемпе КФХсем 04.04                     33

Хорнуй ял тăрăхĕ

АФ "Путь Ильича"                             14.04                18

Уйрăм граждансемпе КФХсем 14.04                     41

Чуманкасси ял тăрăхĕ

Чапаев яч. хис.                  08.04                 23

Чкалов яч. хис.                   08.04                13

Уйрăм граждансемпе КФХсем 08.04                     56

Шетмĕпуç ял тăрăхĕ

"АПФ "Колос"                                      17.04                     3

Мичурин яч. хис. АФ                         17.04                     2

Уйрăм граждансемпе КФХсем 17.04                     54

Юнкă ял тăрăхĕ

ООО "КМК-Агро"                18.04                     1

Уйрăм граждансемпе КФХсем 18.04                     42

Йÿçкасси ял тăрăхĕ

"Ударник"                                            19.04                60

Уйрăм граждансемпе КФХсем 19.04                     74

Ярапайкасси ял тăрăхĕ

"Герой"                                 06.04                13

Уйрăм граждансемпе КФХсем 06.04                     75

Ярославка ял тăрăхĕ

Уйрăм граждансемпе КФХсем 07.04                     50

- Сергей Александрович, техосмотра хатĕрленнĕ чух механизаторсен мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла тесе калатăр;

- Техника çинчи пур механизмпа агрегатăн те ĕçлемелле, вĕсен таса, тормоз системипе руль управленийĕн т. ыт. те юсавлă пулмалла. Тракторсемпе ытти хăй тĕллĕн çÿрекен техника çинче пушартан сыхланма огнетушитель, ĕçлекенсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама медицина аптечки, авари чарăнăвĕн паллисем тытмалла. Техника хуçисен техникăн паспорчĕ, регистраци свидетельстви тата кашни механизаторăн медицина справки çинчен асра тытмалла, çумра страхланин полисĕ пулмалла. Кунпа пĕрлех тракторист çумĕнче ирĕк паракан категориллĕ удостоверени - чи кирли.

А. БЕЛОВ калаçнă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика