Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене сÿтсе яврĕç

22 марта 2017 г.

Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативне çитсен кунти ĕçченсем çур акине хатĕрленсе уяр кунсен кашни минучĕпе туллин усă курни куç умне пулчĕ. Механизаторсемпе юсавçăсене тăрăшса ĕçлеме тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса пани хавхалантарать-мĕн. Çакă хуçалăх ертÿçипе Виталий Семеновпа тĕл пулса калаçсан та куç умне туллин тухрĕ.

- Паян вăхăтра пурнăçланă ĕç кăна çур акире йĕркеллĕ ĕлкĕрме, пысăк тухăç никĕсне хывса хăварма май парать: мĕн акатăн - çавă шăтать, мĕнле акатăн - çапла тухăç илетĕн. Çакна ăнланса эпир механизаторсемпе юсавçăсен, уй-хир ĕçченĕсен пулăшăвĕпе яра кунах техника юсарăмăр, вăрлăх аларăмăр, сĕрмелли-çунтармалли материал янтăларăмăр, уй-хир ĕçĕсен планне турăмăр. Çапла вара эпир паян çур акине тухма пĕтĕмĕшле хатĕр, - терĕ Виталий Иосифович мехпарк территорийĕпе иртнĕ май.

Хуçалăх ертÿçин сăмахĕсем чăнлăхпа çывăх тăни тракторсене техосмотра хатĕрлесе сăрлакан механизаторсемпе тĕл пулса калаçсан та айккине юлмарĕ. 36-мĕш çур акине тухакан Александр Семенов механизатор ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Т-150 тракторпа çур акире çĕр хатĕрлеме хатĕррине пытармарĕ. Алексей Скворцов вара юлташĕн сăмахĕпе килĕшсе сеялкăсем те кĕçех ĕçе хатĕр пуласси пирки пĕлтерчĕ.

- Пĕрле ĕçленине кура паян пирĕн пит хĕрелмест. Юр ирĕлсе кайсан, çĕр пулса çиттĕр кăна, 2 сеялкăллă ака агрегачĕпе хире тухăп. Хамăр мĕн ĕçлемеллине пурсăмăр та пĕлетпĕр. Çавăнпа та çуртрисене 500 гектар ытларах лаптăк çинче акассине те вăраха ямăпăр, - ăшă кăмăлпа калаçать Николай Оньков механизатор юсав мастерскойĕнчен тухнă май ĕçтешĕпе Владимир Морозовпа.

Ĕçсене пĕлсе йĕркелесе пырсан халăх ĕçлет. Çак шухăшпа пăхрăм эпĕ юнашар сарайĕнчи вăрлăх хатĕрлекенсем çине.

- Çур акине хатĕрленсе камăн мĕн тумаллине тишкерсе тухрăмăр ĕнтĕ. Умри тĕллевсем паллă. Ака валли кондициллĕ вăрлăх та, сĕрмелли-çунтармалли материал та çителĕклĕ темелле. Минераллă удобренипе те ыйтусем çывăх вăхăтрах татăлмалла. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулсан йывăрлăхсем парăнмаллах, - терĕ кооператив ертÿçи В. Семенов. Çапла пултăрччĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика