Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ те, шалти туртăм та кирлĕ

22 марта 2017 г.

Москакасси шкулĕнче 9 класра вĕренекен Анастасия Потрякова (сăн ÿкерчĕкре асăннă шкулта ОБЖ предметне вĕрентекен               Ю. Иванов педагогпа пĕрле) ку вĕренÿ çулĕнче сахал мар çитĕнÿ тума пултарчĕ. Шкул ачисен район шайĕнчи олимпиадине темиçе предметпах хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Февраль уйăхĕнче вара ОБЖ предмечĕпе олимпиадăн регион тапхăрне хутшăнчĕ.

- Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах, сентябрĕн 2-мĕшĕнче, Настя ман пата пычĕ те ОБЖ предмечĕпе учебниксем пама ыйтрĕ. Мĕн тăватăн-ха вĕсемпе тесе кăсăклансан, олимпиадăна хатĕрленме пуçлатăп терĕ. Халĕ ак çак хатĕрленĕвĕн результачĕ пулчĕ те ĕнтĕ, - каласа парать Юрий Иванов вĕрентекен.

Настя шкул хыççăн экономика сферине суйласа илме шут тытнă. ОБЖ предмечĕ вара уншăн пурпĕр интереслине, çавăнпах унпа кăсăкланнине пĕлтерчĕ. Апла олимпиадăра çĕнтерес тесен ачан шалти туртăм та пулмалла.

Каламалла, ку вĕренÿ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин регион тапхăрне Муркаш районĕнчи 61 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ - чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе.

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, республика тапхăрĕнче 8 шкул ачи призер пулса тăнă, тепĕр 1 шкул ачи - Муркашри вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Ярослав Илларионов (вĕрентекенĕ В. Львов) - çĕнтерÿçĕ. Вăл Раççей шайĕнчи тапхăрта ОБЖ предмечĕпе иртекен олимпиадăна хутшăнать.

Призерсен йышĕнче вара çаксем: Муркаш шкулĕнче вĕренекен Э. Ершова - право предмечĕпе (вĕрентекенĕ Г. Тимофеева), Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи У. Мокина - МХК предмечĕпе (вĕрентекенĕ С. Матвеева), Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи А. Лукин - ОБЖ предмечĕпе (вĕрентекенĕ И. Семенов), Москакасси шкулĕнчи А. Потрякова - ОБЖ предмечĕпе (вĕрентекенĕ Ю. Иванов), Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи Е. Огнева - ОБЖ предмечĕпе (вĕрентекенĕ И. Семенов), Муркаш шкулĕнчи В. Спаскина - обществознанипе (вĕрентекенĕ Г. Тимофеева), Нискасси шкулĕнчи Л. Васильева - чăваш чĕлхипе тата литературипе (вĕрентекенĕ Н. Осипова), Юнкă шкулĕнчи К. Тепеев - тăван ен культурипе (вĕрентекенĕ И. Михалкина).

Н. Николаева.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика