Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен ĕçне юратаççĕ

22 марта 2017 г.

Раççейре "Земство тухтăрĕ" патшалăх программи ĕçлеме пуçланăранпа Муркаш район тĕп больницине паянхи кунччен пурĕ 30 специалист ĕçлеме килнĕ: 2012 çулта - улттăн, 2013 çулта - тăххăрăн, юлашки виçĕ çулта - пилĕкшер.

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан врачсем шăпах çак программăпа виçĕ тата икĕ çул каялла пирĕн районта ĕçлеме тытăннă: Василий Коротков - участокри терапевт, Надежда Микрякова терапевт стационарта тăрăшать, Алина Ефремова та участок терапевчĕ, Алина Кузнецова вара - участокри педиатр врач. Çамрăк врачсем çынсемпе ĕçлеме кăмăллине палăртаççĕ, апла хăйсен ĕçне чăн та юратаççĕ.

Вĕсенчен маларах травматологра вăй хума тытăннă Александр Григорьев вара хăйĕн пилĕк çулне ĕçлесе татнă ĕнтĕ, анчах та паянхи кун та Муркаш больницинчех вăй хурать. Больница администрацийĕнче çак ырă тĕслĕх ыттисем çине те куçасса шанаççĕ.

 

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика