Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » К. Валицкая парнисемшĕн

11 марта 2017 г.

Мартăн 8-мĕшĕнче "Сывлăх" спорт шкулĕнче волейбол ăмăртăвĕ иртрĕ. Хĕрарăмсен командисем обществăлла тата патшалăх деятелĕн, районăн хисеплĕ çыннин К. Валицкаян парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç. Пĕрремĕш хут ку ăмăртăва 2011 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче ирттернĕччĕ, çав тапхăртанпа районта çулсерен ирттересси ырă йăлана кĕрсе пычĕ.

Крета Лазаревна (сăн ÿкерчĕкре) спорт уявне уçнă май мĕнпур хутшăнакана тав туса уявпа саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Район пуçлăхĕ И. Николаев хăйĕн саламлă сăмахĕнче К. Валицкая пархатарлă ĕç тунине, хăйĕн ĕç ĕмĕрне патшалăхăн ответлă должноçĕсене халалланине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев каланă тăрăх, волейбол ăмăртăвĕ çулсерен анлăланса, хутшăнакансен команди йышланса пырать. Çавăн пекех волейбол федерацийĕн районти ертÿçи А. Давыдов, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕн ертÿçи В. Вязов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Тарасова саламларĕç. Савăнăçлă самантра çамрăк спортсменсене ГТО ылтăн значокĕсене парса чысларĕç.

Ăмăртăва 9 команда хутшăнчĕ, иртнĕ çул             7 команда пулнăччĕ. Командăсем хушшинче хĕрÿ ăмăрту иртрĕ. Красноармейски районĕнчи "Композит 21" команда çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш пусăмра Шупашкар хулинчи "Магия" команда пулчĕ. Виççĕмĕш вырăна "Сывлăх" команда тухрĕ.  

Çĕнтерÿçĕ командăсене К. Валицкая тата                   Р. Тимофеев кубокпа медаль парса чысларĕç. Малашне те спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика