Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ветерансем - пирĕн пуянлăх, çамрăксем - пуласлăх"

11 марта 2017 г.

Çакăн пек каларăшпа иртрĕ пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче Очăкасси салинче çуралса ÿснĕ юридици наукисен кандидачĕн Л. Морозов таврапĕлÿçĕн черетлĕ кĕнекине тишкерсе ирттернĕ тĕл пулу.

Зала Муркашри ветерансен хорĕнче юрлакансем, Муркаш вăтам шкулĕн 10-мĕш класс ачисем, учительсем, чĕннĕ хăнасем тата ытти куракан пухăнчĕ. Презентаци мелĕпе иртнĕ тĕл пулăва район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Елена Чернова та хутшăнчĕ.

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Ирина Алексеевна Николаева тата Ирина Вавиловна Николаева районти таврапĕлÿçĕсен кĕнекисенчен хатĕрленĕ куравпа паллаштарчĕç. Вĕсемех тĕл пулăва ертсе пычĕç.

Леонид Морозов Чăваш Республикин суд экспертизин лабораторийĕнче 40 çула яхăн ĕçленĕ, нумай çул ăна ăнăçлă ертсе пынă. Унăн ĕçне Раççей тата Чăваш Ен шайĕнчи чылай наградăпа палăртнă.

"Хусана эксперт ĕçне кайма çул уçăлни" ятлă çĕнĕ кĕнекине автор хăй ĕç-хĕлĕн пуçламăшĕнче çул уçса пынă ĕçтешĕсемпе наставникĕсене халалланă. Çав шутра: вăл вăхăтра Муркашри Шалти ĕçсен пайĕн ертÿçинче тăрăшнă Юрий Соловьев, Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствин следстви пайне ертсе пынă Вениамин Моторкин, Юнкă тăрăхĕнче çуралнă ентеш тата Хусанти Вăтам Атăл тăрăхĕнчи суд экспертизин наукăпа тĕпчев лабораторийĕн ертÿçи пулнă Альберт Тимирбулатов тутар çынни.

Л. Морозов хăй сăмахĕнче вĕсене тепĕр хут ырăпа асăнчĕ, тав сăмахĕ каларĕ. Çак тĕл пулăва вара Ю. Соловьева халаллани çинчен пĕлтерчĕ. Ăна кĕнеке парнелесе çуралнă кунĕпе саламларĕ. Çĕнĕ кĕнекене ветерансен хорне çÿрекенсене те, шкул библиотекине те парнелерĕ.

Презентаци вĕçленнĕ хыççăн вара эпĕ унта пынисен шухăш-кăмăлĕпе кăсăклантăм.

Ю. Жуков, композитор, баянист:

- Л. Морозовăн çĕнĕ кĕнекине пĕрре ларсах вуласа тухрăм: 54 страница нумаях мар, анчах ĕç калăпăшĕ пысăкки палăрать. Илемлĕ чĕлхепе çырнă, кĕнеке çăмăллăн вуланать. Кĕнекере вырăн уйăрнă Ю. Соловьевăн çемйине тахçантанпах пĕлетĕп, анчах та унта çырса панă хăш-пĕр факта ку таранччен илтмен.

Ф. Матвеева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

- Л. Морозовăн пичетленсе тухнă кĕнекисем çур теçеткерен те иртрĕç. Мухтанатăп хамăрăн ентешпе. Çак кĕнеке тухсан та хамăн кĕнеке тухнă пекех савăнтăм, мĕншĕн тесен унта хамăр ялти Ю. Соловьев çинчен, авторитетлă, чăн-чăн хисепе тивĕçлĕ çын çинчен, килĕшмелле çырса панă. Шухăшласа кăларни нимĕн те çук - кăсăклă. Çырнине документсемпе, çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе çирĕплетнĕ. Кĕнеке пирĕн ялшăн кăна мар, район шайĕнче те пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Библиотекăсене - лайăх парне. Кĕнеке авторĕ пурнăçра çынлăха, ырра ырăпа тавăрмаллине тĕп вырăна хунине кăтартса парать.

В. Яковлев, милици ĕçĕн ветеранĕ:

- Çак кĕнекепе паллашсан Ю. Соловьев, унăн çемйи çинчен тата ытларах пĕлтĕм. Вăл пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Кĕнеке тăрăх пăхсан, Юрий Соловьев милицие ĕçлеме ăнсăртран лекнĕ пек курăнать. Тишкерсе вуласан вара ăна та "çÿлтисем" асăрхаса, унăн яваплăхне курса ответлă ĕç сĕннине ăнланатăн. Каярахпа вара вăл хăй те             Л. Морозова профессире кирлĕ утăм тума пулăшнă, çак çамрăка шаннă, ĕненнĕ. Ман шутпа, кирек мĕнле профессире те ăрусен çакăн пек эстафети кирлĕ.

В. Федоров.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика