Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хур усраканăн хуранĕ çуллă

11 марта 2017 г.

Хамăр килте туса илни усăллăрах пулнăран пирĕн тăрăхри ялсенче ĕлĕкренпех хур-кăвакал усракан нумай пулнă. Çавăнпах-тăр аслă асаттесемех хур усраканăн хуранĕ çуллă тесе шахвăртса калаçнă. Çак чăнлăха ял çынни паян та манăçа кăларман. Анчах хальтерех хур усрама пуçăннисемшĕн вĕсене хĕлле тăрантарассипе тата çăмарта тума хатĕрлессипе ыйтусем тухса тăраççĕ. Хур тукмакки çителĕклĕ пуласси кайăк-кĕшĕке епле хĕл каçарнинчен те, сивĕ вăхăтра тата çуркунне пуçламăшĕнче епле тăрантарнинчен те нумай килет. Кунти сăмах тĕшши - хĕлле тата çур пуçламăшĕнче хурсене витамин çителĕклĕ парасси.

Калаçăва çу кунĕсенчен пуçлар-ха. Çулла кунĕпех улăх-çаранта е çырма хĕрринче çÿрекен хурсем симĕс курăка çителĕклех чĕпĕтеççĕ. Унта вĕсен аталанăвĕшĕн кирлĕ витамин пĕтĕмпех пур. Анчах хĕлле мĕн тумалла-ха; Хуравĕ ансат - утă çитермелле: аслăк çинчи вак утăна типĕлле те, пăшăхласа та. Паха утăна ятарласа вакласан та апат хатĕрлеме усă курма юрать. Хĕл кунĕсенче витамин çитменнине саплаштарма вак е вĕтетнĕ утăна тĕш-тырăпа, комбикормпа хутăштарса памалла. Апат хурсем умĕнче кун каçипех пулмалла. Çавăн пекех хурсемшĕн çулла типĕтсе хунă вĕлтĕрен е мăян та лайăх апат шутланать: вĕсене пăтратнипе хутăштарса парсан аван. Милĕк туса çакса парсан та юрать: сăхчăр, таккаччăр.

Хĕл вĕçнелле утă сахалланчĕ-тĕк тата вĕлтĕрен-мăян милĕкĕ янтăламан пулсан мĕн тумалла-ха; Алă усма кирлĕ мар. Лăсăллă йывăçсен йĕпписенче кайăк-кĕшĕкшĕн тутлăхлă япаласемпе усăллă веществосем нумай. Пуш уйăхĕнче - лăсăллă йывăç тураттисен йĕпписем шăпах çемçелнĕ вăхăт. Çитериччен ăна аш арманĕпе авăртма тивет.

Пĕтĕмĕшле илсен, килти хушма хуçалăхра кĕркунне пухса кĕртнĕ тата упрама хунă кирек епле пахча çимĕç те паян хурсене çитерме юрăхлă.

Купăста - аминокислота йÿçекĕ. Унта кÿкĕрт нумай. Ăна апатпа хутăштарса паян кашни хур пуçне вăтамран 200 грамм парсан аван пулмалла. Усă курма чĕрĕ купăста та, йÿçĕтни те каять, анчах йÿçĕтнине апатпа париччен çуса илни вырăнлăрах.

Килти хушма хуçалăхри нÿхрепсенче упранакан кишĕр те - хĕл кунĕсенче тата çур енне хурсемшĕн паха витамин. Кил хуçи хĕрарăмĕсем паян теркăланă кишĕре хурсене пăтратнипе хутăштарса пама пултараççĕ.

Кăшманпа çĕр улми те хурсен апатĕнче пуян витаминпа палăрса тăраççĕ. Вĕсене вара пĕçерсен уйрăм лартса пама юрать.

Хурсене хĕлле тырă пама юрать-и; Паллах, ытти чухнехинчен ытларах та. Мĕншĕн тесен вĕсем хурсемшĕн калорипе углевод çăл куçĕ пулса тăраççĕ. Çавăн пекех унта В, Д, Е ушкăнри витаминсем чылай. Вĕсем те çăмарта тумалли хурсемшĕн меллĕ кăна.

Тата çакна астăвăр, хĕлле кайăк-кĕшĕкĕн ялан тутă пулмалла. Çавăн чухне кăна вăл сивĕ вăхăтра та хăйне лайăх туять, çăмарта тума вăхăтлă хатĕрленет.

Э. САВЕЛЬЕВ,

выльăх тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика