Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, юрлар-и, ай, ташлар-и?

11 марта 2017 г.

Муркаш районĕнче çулсеренех иртекен "Чечеклен, юратнă Муркаш ен!" фестиваль-конкурса Москакасси ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем çав тери тĕплĕн хатĕрленчĕç.

Кăçалхи фестивале Амăшĕн тата Ашшĕн, Экологи çулталăкĕсене халалланă. Москакасси ял тăрăхĕнче çак фестивале виçĕ ушкăн хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл турĕ: Рыккакасси клубĕ çумĕнчи "Туслăх" ушкăн, Москакасси Культура çурчĕ çумĕнчи "Шураппа" фольклор ушкăнĕ тата   "Шуçăм" халăх юрăпа ташă ушкăнĕ.

"Чечеклен, юратнă Муркаш ен!" фестиваль-конкурса халалласа Уйкас Хачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Брагина ÿнерçĕ "Çут çанталăк тасалăхĕпе илемлĕхĕ" ятпа картинăсен куравне йĕркелесе çынсене савăнтарчĕ.

Фестивалĕн пирĕн ял тăрăхĕнче иртнĕ конкурсĕ Москакасси енĕ пултаруллă çынсемпе пуяннине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Пĕрисем юрлама маçтăр, теприсем хăйсем вулакан сăввипе чуна тыткăнлаççĕ, ташлакансен ăсталăхĕ те çÿллĕ шайра, баянпа е хуткупăспа выляса çынсен кăмăлне самантрах хăпартма пултаракансем те пур кунта. (Ред.: Пурне те ятран каласа тухсан лайăх та, анчах вĕсем нумаййăн - хаçатра вара вырăнĕ сахал. Çавăнпа та москакассисен концерчĕсене йыхравласан пултаруллă çынсемпе паллашма сĕнетпĕр.)

Нумаях пулмасть Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Талантсен калейдоскопĕ" иккĕмĕш фестиваль-конкурс иртрĕ. Унта та москакассисене ырăпа палăртрĕç: "Шуçăм" ташă ушкăнĕ 2-мĕш тата 3-мĕш степень лауреачĕ пулса тăчĕ.

"Чечеклен, юратнă Муркаш ен!" фестивалĕн Москакассинчи конкурсне вара районти жюри те лайăх хак пачĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Матросов ял тăрăхĕнче пултаруллă çынсем пулни пурне те хавхалантарнине палăртрĕ, артистсене тав турĕ. Анна Брагина вара ун аллинчен Тав хучĕ илме тивĕçрĕ.

Г. Голубева,

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика