Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 42 пин çынна ĕçе вырнаçтарĕç

11 марта 2017 г.

Ĕç вăл - пурнăç тыткăчи, ĕçлесен çын пурăнатех, теççĕ халăхра. Чăваш Ен Ĕç министерстви 2017 çулта республикăра пурăнакан 42 пинрен кая мар çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме палăртать. Мартăн 9-мĕшĕ тĕлне республикăри 1766 организаци ĕçпе тивĕçтерекен центра 15 пин ытла ĕç вырăнĕ пурри пирки информаци тăратнă. Вакансисен вăтам шалăвĕ 17,7 пин тенкĕпе танлашать.

Юлашки вăхăтра хăш-пĕр интернет издани республикăри ĕç сферинчи йывăрлăх пирки хыпарлать, республикăра пурăнакансен 40 проценчĕн ĕç вырăнĕ çук иккен, çавна май тĕрлĕ тăрăха ĕç шырама тухса çÿреççĕ. Çак ыйту çине Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хурав пачĕ:

- Эпир ун пек публикацисем пирки пĕлетпĕр. Сумлă изданисем хăйсен сайчĕсенче çакăн пек цифрăсене çутатма кăмăл туни пире тĕлĕнтерет. Ку изданисем илсе кăтартнă иккĕленÿллĕ цифрăсем пирки республикăри пирĕн министерство та, Раççей шайĕнче те илтмен. Экспертсен комментарийĕ тивĕçлĕ материалсемпе çыхăнман.

Тепĕр тесен, вĕсен Чăвашстатăн официаллă кăтартăвĕсене тĕпе хумалла пулнă ĕнтĕ. Анчах та вĕсемпе çыхăнман, мĕншĕн тесен кăтартусем изданин материалне хирĕçлеççĕ.

Иртнĕ çулхи декабрь, кăçалхи январь тата февраль уйăхĕсенче 15 çулран пуçласа 72 çулчченхи ĕç вăйĕн вăтам кăтартăвĕ 627,6 пин çынпа танлашнă. Вăл шутран 595,8 пин çын экономикăра вăй хурать.

Цифрăсене тĕплĕн тишкернĕ май епле-ха республикăра пурăнакансен 40 проценчĕн ĕç вырăнĕ çукки пирки калаçма пулать; Çак информацие саракансем хăйсем те ăнлантарма пултараймаççĕ. Изданисем пирĕн министерствăран та нимĕнле комментари илмен.

Кăçалхи январь уйăхĕнчи кăтарту тăрăх, республикăри ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,7 процентпа танлашать. Атăл çи федераци округĕпе 4,9 - процент, Раççей Федерацийĕнче - 5,4 процент. Ĕçсĕрлĕхе регистрацилессипе Чăваш Ен Атăл çи федераци округĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăнать.    

Ĕç службин ваканси банкĕ ĕç вырăнĕпе пуян. Апла пулсан Чăваш Енре ĕçлес текенсемшĕн ĕç вырăнĕ çителĕклĕ. Вăтам ĕç укçи 18 пин тенкĕпе танлашать.

- Çапах та ĕç паракан мĕнле специальноçа ытларах кĕтет;

- Юлашки вăхăтра республикăри предприятисемпе организацисене водительсем (вăтам ĕç укçи - 20 пин тенкĕ), çĕвĕçсем (15 пине яхăн), каменщиксем (30 пин), сварщиксем (30 пин) кирлине палăртаççĕ. Çакăн пек ваканси 500 ытла.

Çавăн пекех врачсем (30 пинрен пуçласа), менеджерсем (20 пин), инженерсем (20 пинрен пуçласа) кирлĕ. Кун пек ваканси 200 яхăн.  

Р. Илларионова

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика