Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

11 марта 2017 г.

М. Игнатьев Мускавра лару ирттернĕ

Мартăн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн членĕ   М. Игнатьев Мускавра ĕçлĕ хушма ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Тĕп ыйту РФ Патшалăх Канашĕн тата РФ Президенчĕ çумĕнчи комиссин пĕрлехи ларăвне хатĕрленесси тавра пулнă, унта экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн, çавăн пекех пурăнмалли авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтерес ыйтусене тишкерме палăртнă.

Ларăва ирттернĕ май РФ Президенчĕн пулăшуçи И. Левитин ĕç ушкăнне ертсе пынăшăн М. Игнатьева тав тунă. Вăл палăртнă тăрăх, Раççейре кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне авариллĕ çурт-йĕртен 508 пин çынна кăларнă.

 

Вырăнти  проектсене  пулăшаççĕ

Ял çыннисен пуçарулăхне шута илсе вырăнсенчи ыйтусене татса парассипе туса хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртме Чăваш Ен Правительстви укçа-тенкĕ республика бюджетĕнчен уйăрса парса пулăшма шантарнăччĕ. Кун пек пĕрремĕш проектсене суйласа илнĕ те ĕнтĕ.

1 млн та 783 пин тенкĕ Элĕк районĕнчи Тавăт ял тăрăхĕнчи Тавăт ялĕнче вăйă площадки, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ял тăрăхĕнчи Михайловка ялĕнче спорт площадки, Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕнчи Тукай ялĕнче этнокультура паркĕ тата Красноармейски районĕнчи Чатукасси ял тăрăхĕнче парк зони тума уйăрĕç. Ку проектсене пурнăçа кĕртме вырăнти бюджетсенчен тата бюджетпа çыхăнман укçа-тенкĕ те уйăраççĕ.

 

"Чăваш Ен инвесторсемшĕн илĕртÿллĕ"

Çапла палăртнă ВТБ банк правленийĕн председателĕ тата президенчĕ Андрей Костин. Мартăн 6-мĕшĕнче вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче вĕсем банкăн тата республикăн малашлăхра çыхăнса ĕçлессин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Çыхăнусем йĕркеленни пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ. Банк хăйĕн ĕçне-хĕлне республика территорийĕнче 2000 çултанпах ирттерет.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, ВТБ пулăшнипе Шупашкарта Çĕнĕ хула микрорайонĕнчи строительство ĕçĕсене малалла туса пынă. 2015 çулхи май уйăхĕнче Шупашкарта банкăн сервис центрне уçнă. Проекта пурнăçа кĕртме 1,5 млрд тенкĕ инвестици хывнă. Сервис центрĕнче çак вăхăта 1246 çын вăй хурать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика