Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

11 марта 2017 г.

Е. Андреев ячĕпе

Паян, февралĕн                           11-мĕшĕнче, пирĕн районти Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреев ячĕпе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртет.

Чи вăйлисемпе чăтăмлисене уйрăм стартсем тăрăх палăртаççĕ: дистанцисем             1 км пуçласа 10 км таранах. Вăтам шкул ачисен командисенчи чи лайăх 18 кăтартăва (9 арçын ачапа 9 хĕр ача), тĕп шкулсен командисенчи             12 кăтартăва (6 арçын ачапа 6 хĕр ача), ĕçлекенсен командисенчи чи лайăх                 4 кăтартăва (2 хĕрарăмпа               2 арçын) шута илсе мала тухнă командăсене палăртаççĕ. Ертÿçĕсем те, ветерансем те хăйсене уйрăм стартсенче тĕрĕслеççĕ.

Ăмăрту 10 сехетре В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕ патĕнче пуçланать.

 

"Полици тата ачасем"

Пирĕн районта, республикăри пекех, çак ятпа иртекен профилактика акцийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ мартăн 27-мĕшĕччен пырать. Пĕр уйăх хушшинче полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсем, участковăйсем тата ытти сотрудниксем районти пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те ачасемпе тĕл пулусем ирттереççĕ.

Ачасемпе, вĕсен ÿсĕмне кура, йĕркелĕхпе çыннăн прависем çинчен тĕрлĕ енлĕ калаçусем йĕркелеççĕ. Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх, вăрăлла ĕçсем, йĕркене пăснă ытти тĕслĕх пирки асăрхаттарса калаçаççĕ. Ачасен те пĕчĕкренех ответлăх туйăмĕ пулмалла.

 

Ял пухăвĕнче

Юнкă ял тăрăхĕнчи Канаш выççăлккинче пурăнакансем ял пухăвне ирттернĕ. Унта хутшăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин çынсене иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă, кăçал валли палăртнă ĕçсем пирки каласа панă.

Пухура çынсене пушар хăрушсăрлăхĕ пирки асăрхаттарса каланă, çемьесенчи, ялсенчи чылай инкек эрех ĕçнине пула тухнине ăнлантарса панă.

Ял çыннисем те самантпа усă курса ял тăрăхĕн пуçлăхне канăçсăрлантаракан ыйтусем панă. Пуçлăх вĕсен сĕнĕвĕсене шута илме шантарнă.

Н. Николаева хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика