Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле ăсатни - чăрмав мар

15 марта 2017 г.

Сивĕ хĕл кунĕсене районта савăнăçлăн ăсатса ятăмăр пулин те, йĕлтĕр спортне чăннипех парăннисем йĕлме йĕлтĕрсене пуçтарса хума васкамаççĕ-ха. Йĕлтĕрçĕсен черетлĕ пысăк ăмăртăвĕ иртнĕ шăматкун пурне те Муркаш улăхне - Валентина Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн йĕлтĕр бази патĕнчи лапама - йыхравларĕ. Кунта çав кун хамăрăн ентешĕн - Социализмла Ĕç Геройĕн Евтихий Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн уçă ăмăрту иртрĕ.

Ăмăрту сумлăхне çакă та лайăх çирĕплетет. Паллă ентешĕмĕре халалланă спорт уявĕ кăçал районта 37-мĕш хут иртрĕ. Унта вара пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен, предприятисен, организацисен тата учрежденисен командисем активлă хутшăнчĕç. Ăмăртăва Мари Республикинчи Горномарийски районĕн команди те хутшăнма кăмăл турĕ.

- Эпир хамăрăн ентеше, Социализмла Ĕç Геройне, 30 çул хушши "Знамя труда" пĕрлешÿллĕ хуçалăх тилхепине ăнăçлă тытса пынă Евтихий Андреева яланах асра тытатпăр. Вăл ертсе пынă хуçалăх республикăра та малтисенчен пĕри пулнă. Паян та унăн ячĕпе хисепленекен хуçалăх аталану çулĕпех пырать, - терĕ ăмăртăва уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев. Спорт уявне хутшăнакансене вăл пурне те ăнăçу сунчĕ, районта физкультурăпа спорта аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Валентина Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн ĕçченĕсене Е. Григорьевпа М. Сидорова район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.

Спорт уявне хутшăнакансене çавăн пекех                       Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи                  В. Семенов, район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ И. Николаев саламларĕç, ăмăртура ăнăçу, лайăх кăмăл-туйăм сунчĕç.

Ÿсĕм çулĕсене кура дистанцисем те тĕрлĕрен пулчĕç: 1 километртан тытăнса 10 километр таранах. Малтанах предприяти-организацисен, учрежденисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем VIP-чупура вăй виçрĕç. Дистанци арçынсен те, хĕрарăмсен те - 1 километр. Район пуçлăхĕ И. Николаев та, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та хăйсене çак дистанцире тĕрĕслерĕç.

2004 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех хĕр ачасемпе арçын ачасем 2 тата 3 километрлă дистанцисенче вăй виçрĕç. Призлă вырăнсене çаксем йышăнчĕç: Д. Ушакова (Нискасси шкулĕ, 1-мĕш вырăн), К. Голубева (Калайкасси, 2-мĕш вырăн), И. Семенова (Муркаш, 3-мĕш вырăн). Арçын ачасем хушшинче Р. Савинов (Мари Республикинчи Горномарийски районĕ), А. Избанов (Горномарийски) тата В. Портнов (Калайкасси) ÿсĕмлĕрех пулчĕç.

2002 - 2003 çулсенче çуралнă хĕрсемпе яшсем 3 тата 5 километра чупса ăмăртрĕç. Хĕрсем хушшинче малти вырăнсене йышăннисем: С. Яковлева (Çатракасси шкулĕ), А. Попугаева (Нискасси), А. Скворцова (Çатракасси), яшсем хушшинче: С. Голубев (Калайкасси), П. Ивановпа А. Канюкин (Горномарийски).

2000 - 2001 çулсенче çуралнă хĕрсемпе яшсем 5 тата 10 километр дистанцисене парăнтарчĕç. Чи ÿсĕмлисем хĕрсем хушшинче: Н. Кольцова (Çатракасси шкулĕ), И. Соловьева (Горномарийски),                   А. Федорова (Муркаш), яшсем хушшинче: А. Мясников (Муркаш), В. Кудряшов (Калайкасси), Д. Шестаков (Горномарийски).

1998 çулта çуралнă тата аслăрах ÿсĕмри хĕрарăмсемпе арçынсем 3 тата 5 километра чупрĕç. Призлă вырăнсене хĕрарăмсем хушшинче А. Барминова ("Свобода" СХПК), М. Порфирьева (Ярославка ял тăрăхĕ), К. Кожанова ("Свобода"), арçынсем хушшинче Л. Трофимов ("Свобода"), С. Васильевпа С. Павлов (Ярославка ял тăрăхĕ) йышăнчĕç.

40 çултан иртнĕ ветерансем хушшинче 1 километрлă дистанцире хĕрарăмсенчен А. Петрова (Тойкилтĕ шкулĕ), Л. Петрова (Нискасси шкулĕ), Р. Соловьева, арçынсенчен (3 километр) П. Белов (Муркаш ял тăрăхĕ), С. Якимов (Тойкилтĕ) палăрчĕç.

50 çул урлă каçнă ветерансене те йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма май пулчĕ. Призлă вырăнсене вара хĕрарăмсем хушшинче Н. Леденцова (Ильинка ял тăрăхĕ), Л. Иванова (Нискасси шкулĕ), Т. Александрова (Хорнуй ял тăрăхĕ), арçынсем хушшинче Н. Скворцов (Çатракасси шкулĕ), С. Яблочкин (Ильинка ял тăрăхĕ), С. Кириллов йышăнчĕç.

Уйрăм дистанцисенче призлă вырăн йышăннисем пурте дипломсемпе парнесене тата медальсене тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕ командăсене команда членĕсем дистанцисенче йышăннă вырăнсене кура палăртрĕç. Çапла вара вăтам шкулсем хушшинче калайкассисем, тĕп шкулсем хушшинче кашмашсем, предприятисемпе организацисем хушшинче "Свобода" хуçалăх (сăн ÿкерчĕкре) дипломсемпе парнесемсĕр пуçне Е. Андреев яч. хис. хуçалăх кубокĕсене те илме тивĕçрĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Фоторепортаж - хаçат сайтĕнче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика