Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемне ĕçре тупнисем

15 марта 2017 г.

Ял хуçалăхĕн аталанăвĕ хамăр умри ĕçе эпир паян мĕнле пурнăçланинчен, тĕллевĕмĕрсене татса парассипе çак самантра епле тимленинчен пуçланать. Аталану никĕсĕ тăрăшса вăй хунисене вăхăтра чысланинче те пур. Çакна тĕпе хурса пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче районта обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансене, пĕлтĕр экономика ăмăртăвĕн условийĕсене туллин пурнăçланисене чысласа район администрацийĕ анлă канашлу ирттерчĕ. Ун пирки - хаçатăн 3-мĕш страницинче.

Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре куракан Лариса Андреевăпа Алексей Борисов - "Герой" хуçалăх ĕçченĕсем. Лариса Алексеевна выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 1986 çултанпа. Маларах сысна ферминче тăрăшнăскер, 1989 çултанпа - ĕнесене машинăпа сăвакан оператор. Иртнĕ çул 5 ача амăшĕ хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри кашни ĕнерен 5027 кг сĕт суса районти çĕнтерÿçĕсен ретне тухрĕ.

Алексей Петрович вара 5 çул Çĕньял Шурчари сĕт ферминче пĕчĕк пăрусене пăхас ĕçре вăй хурать. Вăл пăхакан 100 пăру - хуçалăх экономикин малашлăх никĕсĕ. Пĕлтĕр вăл хăйĕн ушкăнĕнчи пăрусене талăксерен вăтамран 770 грамм ÿт хуштарса хуçалăха 13,2 тонна аш туса панăшăн район шайĕнче "2016 çулхи чи лайăх пăру пăхакан" ята тивĕçрĕ.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика