Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи спорт уявĕ иртрĕ

07 марта 2017 г.

Мартăн 4-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикинчи патшалăх влаç органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен хĕллехи вун улттăмĕш спартакиади иртрĕ. Республика шайĕнчи ăмăрту Москакасси шкулĕнче пулчĕ. Хĕрарăмсем 1,5 километрлă, арçынсем 2,5 километрлă трасса çинче вăй виçрĕç. Республика шайĕнчи ăмăртăва пĕтĕмпе 51 команда хутшăнчĕ. Муркаш çĕрĕ çак кун 500 çынна кĕтсе илсе чыс турĕ.

Пухăннисене спорт уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ячĕпе Республика Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Ю. Васильев саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республикăри патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине суйлакансем çулсерен йышланса пыраççĕ. Муркаш районĕнче харпăр хăй вăйĕпе ятарлă 5 йĕлтĕр трасси тума пултарнă, çак тăрăшулăха вăл ырăпа палăртрĕ. Ытти районсене те ку енĕпе муркашсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.

Çавăн пекех пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертÿçи В. Филимонов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ С. Шелтуков саламларĕç.

Спорт уявĕ иртнĕ çулхи спартакиада çĕнтерÿçисене чысланипе пуçланчĕ. Республикăри патшалăх влаç органĕсен командисем хушшинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн команди чи пултарулли пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Физкультурăпа спорт министерствин команди тухрĕ, виççĕмĕш вырăна - Ял хуçалăх министерствин команди.

Федераци органĕсен Чăваш Республикинчи территорири органĕсем хушшинчи ăмăртура Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - налук службин команди, виççĕмĕш вырăна пенси фончĕн команди тухрĕ.

Республикăри районсемпе хуласен командисем хушшинчи ăмăртура Шупашкар хулин команди çĕнтерÿçĕ пулчĕ, иккĕмĕш - Шупашкар районĕн команди. Виççĕмĕш вырăна Канаш районĕн команди тухнине палăртрĕç.

Ăмăрту VIP- чупуран пуçланчĕ. Тупăшăва ытти мĕнпур ертÿçĕпе пĕрле район пуçлăхĕ               И. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ             Р. Тимофеев тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев хутшăнчĕç.

Ăмăртăва патшалăх влаçĕн командисен эстафети тăсрĕ. Тупăшăва Ял хуçалăх министерствин команди чи малтан вĕçлесе çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш - патшалăх техника надзорĕн команди. Виççĕмĕш вырăна Юстици министерстви тухрĕ.            

Федераци органĕсен Чăваш Республикинчи территорири органĕсем хушшинчи ăмăртура Шалти ĕçсен министерствин спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта - МЧС тĕп управленийĕн команди. УФСИН команди виççĕмĕш тухрĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен командисем хушшинчи ăмăртура хĕрлĕчутайсем чи çивĕччисем пулчĕç. Вĕсем хыççăн шăмăршăсем тухрĕç, виççĕмĕшсем - йĕпреçсем. Кил хуçисен - муркашсен - кăтартăвĕ те япăх мар. Вĕсем ытти командăна хыçа хăварса пиллĕкмĕш çитрĕç.

Çапла вара лăпкă çанталăкри туслă ăмăрту ăнăçлă иртрĕ. Çĕнтерни мар, ăмăртăва хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. Кашниех çак кун йĕлтĕр йĕрĕпе киленчĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю. Исаев та ăмăртăва хутшăнчĕ, чупăва ăнăçлă вĕçлерĕ.

- Трасса чăннипех те лайăх, çанталăк улшăнăвĕ чăрмав кÿмерĕ. Çакăн пек пĕрлехи ăмăртăва йĕркелени питех те кирлĕ. Ĕçре те, ăмăртура та пĕрле пулмалла, - терĕ кăмăллăн Ю. Исаев финишра.

Спорт уявне вĕçленĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хăнасене кĕтсе илме яланах хатĕррине палăртрĕ. Ăмăртăва йĕркелессинче пуçарулăхпа палăрнисене Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

Хĕрÿ спорт уявне юрă-ташă илем кÿчĕ.

Р. Илларионова.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика