Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хими им-çамĕсĕр те май пур

28 мая 2011 г.

Хими им-çамĕсĕр те май пур

Сиенлĕ пулăмсемпе кĕрешме хими препарачĕсем темĕн чухлех. Эпир кăштах ытти меслетсем çинчен каласа парасшăн. Хăяра сиенлекен сăвăса, купăста кĕвине, ÿсен-тăран сĕткенне ĕмекен ытти хурт-кăпшанкăна пĕтерме ыхран, сухан хуппин, çĕр улми аврин, лаша кĕпçин, кукша пуçăн, мулкач курăкĕн вĕретсе тăрăлтарнă шывĕпе те усă кураççĕ. Нумай пахчаçă ыхрана шÿтерсе тăрăлтарнă шывпа çĕр улмин фитофторипе кĕрешме усă курать.

Купăста лĕпĕшĕн çулçă кăшлакан хуртне, кĕвине пĕтерме ÿсен-тăрана помидор аврин, армутин, табакăн, хутаçлă йÿçĕ пăрăçăн вĕретсе тăрăлтарнă шывĕпе, салтак тÿми чечекĕн, хупахăн йÿçĕ шывĕпе усă кураççĕ. Купăстапа сухан шăнисене, пăрçасене пĕтермешкĕн табак тусанĕпе сапаççĕ, шĕпĕн курăкĕн порошокĕпе тусанлаççĕ.

Ыхра шывĕ. 40–50 грамм ыхрана мясорубка витĕр кăлараççĕ. 10 литр шыва ярса лайăх пăтратаççĕ. Пĕр талăк лартнă хыççăн сăрăхтарса илеççĕ те çĕр улми чечеке ларма пуçласан, помидор чăмăртанма тытăнсан фитофтороза пĕтерес тĕллевпе сирпĕтеççĕ. Кашни 10 кун урлă 3–4 хут сирпĕтмелле.

Суханпа сухан хуппин шывĕ. 200–300 грамм сухана мясорубка витĕр кăлараççĕ, 10 литр шыв ярса 1–2 талăк лартаççĕ те сăрăхтарса илеççĕ. Çур витре сухан хуппине 60–70 градуслă вĕри шывра шÿтереççĕ, 1–2 талăк лартаççĕ. Сăрăхтарса илнĕ хыççăн çурри таран шыв хушмалла. Çак шĕвек ÿсен-тăрана сирпĕтме хатĕр те.

Çĕр улми аврин шывĕ. Чĕрĕ çĕр улми аври 1,2 килограмм е 600–800 грамм типĕтнĕ авăра 10 литр шыва яраççĕ те 3–4 сехет лартаççĕ.

Кăшкар утипе хăлха çакки курăкĕн шывĕ. Йÿçĕ шыв тума ÿсен-тăран тымарĕсемпе усă кураççĕ. 400 грамм çуса тасатнă тымарсене мясорубка витĕр кăлараççĕ те 10 литр шывра 2–3 сехет лартаççĕ.

Хупах шывĕ. Çур витререн сахалрах вĕтетнĕ хупах çулçисене витре туличчен шыв хушаççĕ те 3 талăк лартаççĕ.

Помидор аврин шывĕ. Помидор тĕммин касса пăрахнă ытлашши турачĕсене вĕттĕн тураççĕ, 400 грамм турата 10 литр шыва яраççĕ те вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретеççĕ. Ÿсен-тăрана сирпĕтмешкĕн 2–3 литр вĕретнĕ шыва 10 литр тăрă шыв, 40 грамм супăнь хушаççĕ.

Хутаçлă йÿçĕ пăрăç шывĕ. 100 грамм вĕтетнĕ пăрăçа 1 литр шыва яраççĕ те эмаль витнĕ хупăлчаллă савăтра 1 сехет вĕретеççĕ, унтан 2 талăк лартаççĕ. Кайран пăрăç таткисене пĕтĕрсе шыва сăрăхтарса илеççĕ. Ку хăватлă шĕвеке кĕленчесене ярса упрама пулать. Ÿсен-тăрана сирпĕтме 10 литр шыва 100 грамм пăрăçлă шĕвек тата 40 грамм супăнь хушас пулать.

Табак шывĕ. Табак каяшĕн 400 грамне 10 литр шыва ярса пĕр талăк лартаççĕ, кайран 2 сехет вĕретеççĕ. Усă куриччен 2 хут шĕветеççĕ, 10 литр шĕвек пуçне 40 грамм супăнь хушаççĕ.

Армути шывĕ. Чечекре чухне пухаççĕ. Кăштах шаннă хыççăн 1 килограмм вĕтетнĕ курăка шыв ярса 10–15 минут вĕретеççĕ. Сăрăхтарса илсе 10 литр таран шыв хушаççĕ.

Мулкач курăкĕн шывĕ. Курăкăн çĕр çинчи пайĕпе пĕтĕмпех усă курмалла. Чечекре чухне пухмалла. Лайăх типĕтнĕ 800 грамм курăк çине 10 литр шыв яраççĕ те 30 минут вĕретеççĕ. Усă курас умĕн 20 грамм супăнь хушмалла.

Табак тусанĕ. Табак тусанĕпе сиенлекен хурт-кăпшанкă курăнма пуçласан ÿсен-тăрана тусанлама усă кураççĕ. Купăста, сухан шăнипе кĕрешме табак тусанне извеçпе хутăштараççĕ те ретсем тăрăх сапаççĕ. 1 тăваткал метра – 5–10 грамм.

Тĕрлĕ курăкăн шывĕ хими им-çамĕ пекех сиенлĕ мар пулин те вĕсемпе ĕçленĕ чухне асăрханулăх пирки те манма кирлĕ мар. Пухнă, туранă, тусанланă, сирпĕтнĕ чухне пит-куçа шĕвек, тусан лекесрен сыхланмалла. Ĕçсене вĕçленĕ хыççăн алăсене супăньпе лайăх çумалла. Пăрса илнĕ каяш юлашкисене çĕре чавса чикмелле.

В. АНДРЕЕВ,

пахчаçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика