Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем ыранхи кунпа пурăнаççĕ

28 мая 2011 г.

Вĕсем ыранхи кунпа пурăнаççĕ

Йывăрлăхсене пăхмасăрах ял пурăнать-ха, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртет. Çамрăксем çемьесем чăмăртаса ачасем çуратаççĕ. Вĕсем хăйсен вăйĕпе пурăнмалли кил-çурт çавăрма тăрăшаççĕ. Ыранхи куна шанчăклăн пăхаççĕ. Ырă тĕллевсемпе мал туртăмлă улшăну ĕçĕсем, тĕпрен илсен, йăлтах хăйсенчен килнине Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕнче пурăнакан Алексей Геннадиевич Алексеевăн çемйи те хăйсен пурнăç тĕслĕхĕнчен ăнланса пырать.

5 ачаллă çемье. Çăмăл-и-ха вĕсене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнсе пыма; Ку ыйту патне çитсен Алексейăн амăшĕ тата пĕчĕккисен асламăшĕ Лидия Вениаминовна Алексеева куççульне шăлса илсе пăшăлтатрĕ:

– 1972 çулта Çамрăксен урамĕнче çĕр илсе Гена мăшăрăмпа хамăра валли кил-çурт çавăрас çула суйласа илтĕмĕр. Хирте пÿрт-çурт лартнă хушăрах пĕр хĕрпе 2 ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Хамăр та ĕçсĕр ларман, ачасене те пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтартăмăр.

...Çуркунне вăй илнĕ вăхăт. Тÿпери çăлтăрсем те хĕллехи пек мар ĕнтĕ, самай ăшшăн пăхнăн туйăнать. Çулла çывхарать. Çамрăксен урамĕнче иртен пуçласа каç пуличченех мăлатук шаккани илтĕнсе тăрать. Нимелле ĕçлеме пухăннă арçынсем пурăнмалли пÿртĕн çивиттине сÿтсе ун вырăнне кĕске хушăрах çăмăллатнă конструкциллĕ иккĕмĕш хут çĕклерĕç.

– Хамăрăн алă-ура ĕçленĕ чух ачасен пуласлăхĕ пирки те шутлас пулать. Килтен хăваласа кăларса ярайрас çук. Тăван килтех кашнин валли пÿлĕм пултăр тесе ĕçлетпĕр Ольга мăшăрăмпа. Тăвансене, ял çыннисене пулăшушăн пысăк тав, – терĕ алăри уровень çинчен куçне вĕçертмесĕр кил хуçи Алексей Алексеев (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) ĕç ăннишĕн савăнăçне пытармасăр.

Çапла пурăнать, малашлăха пăхса ача-пăча çуратса-ÿстерсе çурт-йĕр çавăрать ĕçрен нихăçан та пăрăнман ял çамрăкĕ.

А. БЕЛОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика