Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айтăр пирус туртма пăрахар!

28 мая 2011 г.

Айтăр пирус туртма пăрахар!

Майăн 31-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери пируссăр кун. Çакна халалласа Муркашри тĕп больницăра ытлари кун уçă алăксен кунĕ иртет. Пирус туртма пăрахас текенсене тата пирус туртнăран тĕрлĕ чир-чĕрпе аптăракансене пурне те чĕнетпĕр. Сире терапевтсем, кардиолог тата психиатр-нарколог хăвăрăн сывлăх мĕнле шайра пулнине тĕпчесе ăнлантарĕç, кирлĕ сĕнÿ-канаш парĕç.

Туртма пăрахас текенсен вара çак канашсене шута илмелле: пируса пĕчĕк пачкăрине кăна туянăр тата яланах пĕршер пачка кăна; пачкăран пирус кăларса илнĕ хыççăн пачкине тÿрех пытарса чикĕр; фильтрлă пирус çеç туртăр, пируса нумай вăхăт туртса ан ларăр; пирусăн «сортне» пĕрмай улăштарса тăрăр; пируса куç тĕлне лекмелле вырăнта ан тытăр; пирус туртма сĕнеççĕ пулсан та ан туртăр; хăвăрăн пирус пĕтсен никамран та ан ыйтăр; спичкăна е зажигалкăна вара яланах киле хăварăр, туртас килнĕ чух ăна кашнинчех çынран ыйтмалла пултăр; кĕл савăтне пирус туртнă хыççăн тÿрех тасатса хурăр; пируса ĕмсе илнĕ хыççăн кашнинчех кĕл савăчĕн айккине хурăр; туртас умĕн виçĕ хутчен тарăннăн, лăпкăн сывлăш çавăрса илĕр; кашни пирусăн çуррине кăна туртăр; пируса пĕрре ĕмсе илнĕ хыççăнах сÿнтерĕр; апатланнă хыççăн туртма кирлех мар, утнă чухне те, тăнă чухне те, пирус туртнă вăхăтра та нимĕнле лайăх ĕç те ан тăвăр; çиес килнĕ чухне ан туртăр; кама та пулин кĕтнĕ чухне те пирус туртма ан тăрăшăр; туртас умĕн сехет çине пăхăр: туртиччен икĕ минут иртсе кайтăр, каярах вара 10 минут та; сехетре пĕр пирусран ытла туртмалла мар; сахалрах туртма пуçланăранпа миçе тенкĕ сыхласа хăварнине шутласа пăхăр!

Л. ИВАНОВА, психиатр-нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика