Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйкас Янасалсем маттур!

28 мая 2011 г.

Уйкас Янасалсем маттур!

Майăн 14-мĕшĕнче пире, Сĕнтĕрвăррисене, Н.В. Никольский профессор çуралнă вырăнта пулса курма тÿр килчĕ. Эпир паллă çын ячĕпе ирттернĕ волейбол ăмăртăвне пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр.

Пире Уйкас Янасалсем çав тери лайăх кĕтсе илчĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе нумай тăрăшни курăнчĕ. Парнесем те, кубокне те илсе хатĕрленĕ. Йĕркелеме те ăмăртăва аван йĕркелерĕç. Çавăнпа та эпир хамăр команда енчен те, ăмăртăва хутшăннă пур спортсмен ячĕпе те Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхне Светлана Георгиевна Никифоровăна тав тăватпăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ спорта пысăк тимлĕх уйăрни ку тăрăхра пурăнакансемшĕн кăна мар, пĕтĕмĕшле те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче пурăнакансене те, ял тăрăхĕн пуçлăхне те спорта аталантарса пыма ăнăçусем сунатпăр.

Н. БЕЛОВ.

Сĕнтĕрвăрри.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика