Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШАНЧĂКЛĂХ СТРАТЕГИЙĔ

28 мая 2011 г.

ШАНЧĂКЛĂХ СТРАТЕГИЙĔ

2010 çулта «Эксперт РА» рейтинг агентстви «Промагрофонд» НПФа питĕ пысăк шанчăклăх шайĕ панă – «АÇ». Рейтинг хакĕн шайĕ çине витĕм кÿрекен ырă факторсен йышне агентство аналитикĕсем пухăнса пыракан пенси укçине инвестицилессин пайĕнчи шайлашуллă консервативлă инвестици стратегине, страховани резервĕн тата пенси тивĕçĕсене хуплаштарса пырассин резервĕн пысăк шайлашулăхне кĕртнĕ.

Раççей çыннисен патшалăхăн шутланман пенси фончĕсем (НПФ) патне интерес çултан-çул ÿссе пырать. Халĕ çĕршывăн пенси рынокĕнче 100 ытла НПФ ĕçлет. Хăвăн фондна мĕнле суйласа илмелле; Специалистсем çапла канаш параççĕ: чи малтанах фондăн ĕç стажĕ, унăн тупăшлăхĕ, клиентсен йышĕ çине тимлĕх уйăрмалла. Питех те кирлĕ кăтарту – фонд пурлăхĕ: вăл мĕн чухлĕ нумайрах, клиент умĕнчи тивĕçсене пурнăçлассин гарантийĕсем те çавăн чухлĕ пысăкрах.

Халĕ вара темиçе цифра. «Промагрофонд» НПФ Совечĕн март вĕçĕнче иртнĕ ларăвĕнче 2010 çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Итогĕсем самаях сулăмлă. НПФăн пурлăхĕ 2,8 хут ÿснĕ тата паянхи куна 11 миллиард ытла тенкĕпе танлашать. Устав ĕç-хĕлне тивĕçтермелли пурлăх 55 процент ÿснĕ тата 2,5 миллиард ытларах тенкĕпе танлашнă. Пухăнса пыракан пенси укçин калăпăшĕ 2,4 хут ÿснĕ, 8,7 миллиард тенке çитнĕ. Фонд шанчăклăхĕ сулăмлă результат парать: 2010 çул итогĕсемпе «Промагрофонд» НПФ Совечĕ клиентсен счечĕсем çине çулталăкне 10 процентпа инвестици тупăшĕ куçарса пама йышăннă. Тĕслĕхрен, енчен те сирĕн лицевой счет çине 10 000 тенкĕ хывнă пулсан, куçарса панă тупăша шута илсе вăл 1000 тенкĕ хушăннă. Паян мĕнле банк çакăн пек процентсем сĕнме пултарать-ха;

Ĕçĕн тата тепĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ – клиент бази сарăлса пыни. «Страхланă çынсен хисепĕпе 2010 çулта Фонд Раççейри НПФсен пĕрремĕш пилĕк йышне кĕнĕ, – палăртать «Промагрофонд» НПФăн ĕç пурнăçлакан директорĕ Ольга Буланцева. – 2010 çулта пирĕн фонда 315 000 çын суйласа илнĕ. Çакă халăхăн пенси тĕлĕшĕнчи пĕлĕвне ÿстерессипе, шанчăклăхпа тупăшлăха пĕрлештерессипе çыхăннă пирĕн стратеги хăйне тÿрре кăларнине çирĕплетет.

«Промагрофонд» НПФ хăйĕн уйрăмĕсен сетьне тăтăшах анлăлатса пырать. Фонд Раççейри 113 хулара ĕçлет, 2011 çулта çĕнĕ офиссем уçăлĕç, мĕншĕн тесен ку пирĕн клиентсемшĕн меллĕ. Кунсăр пуçне «Промагрофонд» НПФра çакăн пек йăла-йĕрке пулса кайнă: страхланă çынсен пухăнса пыракан пенси укçин пĕр пайне фонд хăй ĕçлекен регионсен экономикине инвестицилени. Инвестицисене регионсен влаçĕсемпе калаçса татăлнă тăрăх хывнă укçа чăннипех тупăш кÿтĕр тесе хываççĕ.

Чăваш Енре «Промагрофонд» НПФа 2008 çулта уçнă. Иртнĕ çул республикăра унăн çĕнĕ клиенчĕсем 7 пин çын пулса тăнă, ПФОра вара (пирĕн филиал Фондăн Вăтам Атăлти дирекцийĕ те шутланать) – 48 пин. «Ку пирĕн сотрудниксен професси шайĕ ÿснин кăтартăвĕ те, çынсем хăйсен пуласлăхĕ пирки пĕлсе тăрăшма тытăнни те, – тет филиал директорĕ Ирина Косякова. – Пулас пенсие ÿстерессин майĕсем патне тăтăшах интерес ÿсет: ку вăл хушма пенсисемпе тивĕçтерессин программисем патне те, чи малтанах, пенсисен софинансированийĕн патшалăх программи патне».

– Пĕрремĕш взнос тÿленĕ самантран тытăнса (программăна вара 2013 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр кĕмелле) çын софинансировани программине 10 çул хушши хутшăнать, – тăсать малалла Ирина Николаевна. – Ку вăл пысăк сроклăх тата тупăшлă проект. Калаçу, чăннипе илсен, çулталăкри 100 процентлă тупăшлăх пирки пырать, ăна урăх нимĕнле финанс инструменчĕ те памасть. Инвестициленине шута илсен вара тупăшлăх пысăкрах та.

Калăпăр, 2009 çулта сирĕн взнос софинансированипе 2 пин тенкĕпе танлашнă. Патшалăх та çакăн пек сумма хушса панă – çапла вара сирĕн пенси счечĕ çинче 4 пин тенкĕ пухăннă. Енчен те эсир пухăнса пыракан пенси укçине «Промагрофонд» НПФа куçарса панă пулсан çулталăк хушшинче çак сумма тата тепĕр 10 процент – 400 тенкĕ ÿснĕ.

Юлашкинчен тата, укçан пĕр пайĕ сирĕн пата пуласлăхра мар, паянах таврăнать. Пенсисен софинансированийĕн программипе тÿленĕ взноссен сумминчен эсир социаллă налук вычетне 13 процент илетĕр. Урăхла каласан, тÿленĕ 2 пин тенкĕрен сирĕн пата 260 тенкĕ каялла таврăнать. Кун йышши налук çăмăллăхĕсем патшалăхăн шутланман пенси тивĕçтерĕвĕн договорĕпе хушма пенси программисем тăрăх тÿлекен взноссем тĕлĕшĕпе те ĕçлеççĕ.

Софинансировани программине кĕмешкĕн заявлени пама Раççей Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти управленине те, патшалăхăн шутланман пенси фончĕсене те, вăл шутра «Промагрофонд» НПФа та, юрать, вăл 2011 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи – Чăваш Енри уйрăмĕпе алă пуснисене çирĕплетсе парасси çинчен пĕр-пĕринпе килĕшÿ тунă.

«Промагрофонд» НПФ филиалĕнче (вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Ярославская урам, 29-мĕш çурт, 109-мĕш офис) халăха валли тăтăшах тÿлевсĕр консультацисем ирттереççĕ.

«Промагрофонд» специалисчĕсем Муркаш районĕнчи предприятисемпе организацисем чĕннипе те, хăйсене тĕллĕн те халăх патне тухса çÿреççĕ.

ПИРĔН СПРАВКА

«Промагрофонд» НПФ Раççей пенси системинче 16 çул ытла ăнăçлă ĕçлет. Фонд обязательнăй пенси страхованийĕпе тата патшалăхăн шутланман пенси тивĕçтерĕвĕпе услугăсем туллин парать.

«Промагрофонд» НПФ – НПФсен Наци Ассоциацийĕн членĕ, «Раççейри машинăсем тăвакансен союзĕн» членĕ, космос ĕçĕ-хĕлĕн тата Раççейри ДОСААФ участникĕсен пĕтĕм тĕнчери Ассоциацийĕн пенси программисен партнерĕ.

Çыхăнмалли телефонсем – (8352) 62-20-30, 62-17-54.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика