Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн асаттен те тÿпи пур

28 мая 2011 г.

Манăн асаттен те тÿпи пур

Акă ĕнтĕ кăçал Аслă Çĕнтерÿ кунне 66-мĕш хут уявларăмăр. Вăрçăра вилнисем, кайран çĕре кĕнисем, халĕ пурăнаканнисем, тылра ырми-канми ĕçлесе çĕнтерĕве çывхартнисем яланах пирĕн асра.

Манăн та хамăн кукаçи пирки каласа парас кăмăл пур. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассинче унăн та тÿпи пур тесе шутлатăп.

Асаттем, Валериан Степанович Волков, 1924 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçланнă чухне 17-ре кăна пулнă-ха. Вăрçа ăна 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче илсе кайнă. Малтанах артиллерист пулса «Катюша» расчетĕнче çапăçнă. Калуга облаçĕнчи Козельск, Сухиничи, Ельня хулисем патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Ытти салтаксемпе пĕрле Смоленск облаçĕнчи Орша, Поинок, Дорогобух хулисене нимĕç фашисчĕсенчен хăтараççĕ.

Кайран унăн Орловск – Курск пĕкки патĕнчи çар операцийĕсене те хутшăнма тивет. Кунта хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ. Малалла Белорусси хулисене пĕрин хыççăн теприне ирĕке кăлараççĕ.

1943 çулта асатте аманать, госпитале лекет. Хыççăн вара сывалса тухсан каллех çапăçусене хутшăнма тытăнать. Литва, Польша çĕрĕсене нимĕç эшкерĕнчен тасатаççĕ. Çĕнтерÿ кунне Кенигсберг хулинче кĕтсе илет. Ку вăхăта тепĕр хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, икĕ хутчен «За отвагу», «За взятие Кенигсберга» медальсене тивĕçет.

Анчах та уншăн вăрçă çакăнпах вĕçленмест. Ытти салтаксемпе пĕрле ăна Инçет Хĕвел тухăçнелле яппунсемпе çапăçма илсе каяççĕ. Кукаçи çапла каласа пани асра:

– Вăрçă вĕçленни пирки пĕлсен питĕ савăнтăмăр. Пире яппунсемпе çапăçма илсе каясси пирки нимĕн те пĕлтермен. Пуйăс çине ларса киле каятпăр тесе шутланă. Анчах та тăван вырăнсем патне çитсе иртсе те кайрăмăр, çапах та чарăнма приказ пулмарĕ. Кайран тин пĕлтĕмĕр пирĕн çул ăçталла пулнине, – тетчĕ вăл. Кунта та «За победу над Японией» медальпе наградăлаççĕ ăна.

Кукаçи вăрçă хыççăн малтанах счетоводра, кайран нумай çул хушши «Передовик» хуçалăхра председательте тăрăшнă. Каярахпа вара ĕçлеме Мăн Сĕнтĕрти хатĕрлев кантурне куçать.

Мăшăрĕпе Валентина Васильевнăпа икĕ ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те 1992 çулта вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Т. ЕФИМОВА,

Мăн Сĕнтĕр

библиотекин методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика