Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх хыçа юлчĕ, умра – пурнăçăн анлă çулĕ

28 мая 2011 г.

Ачалăх хыçа юлчĕ, умра – пурнăçăн анлă çулĕ

Майăн 25-мĕшĕнче районти 243 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. 390 вĕренекен 9 класс пĕтерчĕ. Муркаш шкулне пĕтерекенсем вара кăçал 36-ăн. Вĕсене, ашшĕ-амăшĕсене, учительсене, 9 класра вĕренекенсене юлашки шăнкăравпа саламланă май Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ В.В. Ялушкин çапла каларĕ:

– Кăçал шкултан вĕренсе тухакансем хăйсем хыççăн уйрăмах ырă йĕр хăвараççĕ. Вĕсем вĕренÿре те, спортра та, обществăлла пурнăçра та çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ турĕç, – терĕ.

Владислав Валентинович 11-мĕшсемпе 9-мĕшсене экзаменсенче ăнăçу, шкултан вĕренсе тухакансене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Унтан 11-мĕшсене пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытма тата 9-мĕшсене пĕтĕмĕшле патшалăх аттестацине хутшăнма ирĕк панине çирĕплетекен приказпа паллаштарчĕ. 11-мĕшсем пурте экзамен тытаççĕ. 9-мĕшсем вара 63-ĕн тĕрĕслевре хăйсен пĕлĕвне кăтартма хатĕр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ачасене çак паллă кунпа саламланă май вĕрентÿ сфери питĕ пĕлтерĕшлĕ отрасль пулнине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен паянхи кун та, ыранхи кун та, пĕтĕм пуласлăх çак отрасль епле аталаннинчен килет. Кăçал район бюджетĕнчи 345 млн. тенкĕ укçаран 205 млн. тенкине çак отрасле валли уйăрнă.

– Паян шкултан вĕренсе тухакансем пирĕн çĕр-шыври пултаруллă та маттур çынсен йышне кĕреççĕ. Умри тĕллевĕрсене çине тăрсах пурнăçлăр, – терĕ Юрий Александрович.

Юрий Александрович отличниксене район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине, çавăн пекех – Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин тата Физкультурăпа спорт, туризм министерствисен Хисеп грамотисене пачĕ.

Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин вара 11-мĕшсене хăйсем хыççăн ырă ят хăварма Муркаша илем кĕртнĕ çĕре тепĕр хут хутшăнма сĕнчĕ. 9-мĕшсене Çĕнтерÿ паркне тирпей-илем кĕртнĕшĕн тав турĕ.

Юлашки шăнкăрав уявĕ Муркаш шкулĕнче яланхи пекех питĕ интереслĕ сценарипе иртрĕ. 11-мĕшсем ачалăхпа, юмах тĕнчипе сыв пуллашрĕç. Вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсен ячĕпе З.И. Львова саламларĕ. Учительсене хăйсем вулама-çырма вĕрентнĕ ачасенчен пултаруллă та маттур çамрăксем тунăшăн тав турĕ.

Вунпĕрмĕшсен класс ертÿçисем Л.Ю. Красновăпа Г.Н. Тимофеева та питĕ пăлханаççĕ.

– Чи маттур ачасене ăсататпăр паян ачалăх тĕнчинчен пурнăçăн анлă çулĕ çине. Халĕ ĕнтĕ сирĕн пирĕнсĕрех, учительсемсĕрех, тÿрлетме тивет хăвăрăн йăнăшăрсене. Йывăрлăхсене пĕр шиксĕр çĕнтерсе малалла çирĕппĕн утăр, – терĕ Л.Ю. Краснова.

Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Л.Г. Федорова шкул администрацине вĕренме условисем туса панăшăн, учительсене кашни ачара пултарулăхне тупса малалла аталантарнăшăн тав турĕ.

Шкул ачисем те кашни выпускник ячĕпе сăвă йĕркипе ырă сăмахсем каларĕç. Вĕсем 11-мĕшсене, лешсем кусене асăнмалăх парнесем пачĕç. Сывлăша шарсем çĕкленчĕç. 11-мĕшсен ĕмĕчĕсем те çÿле-çÿле çĕкленсе пĕрин хыççăн тепри пурнăçа кĕччĕр.

Çак кун юлашки шăнкăрав кашни шкулта янăрарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов Чуманкасси, Йÿçкасси шкулĕсенче, Муркаш лицейĕнче пулса выпускниксене саламларĕ. Йÿçкассинче вара хаваслă линейка хыççăн виçĕ ăрури выпускниксен тĕл пулăвĕ питĕ интереслĕ иртрĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика