Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре пиçĕхеççĕ

21 мая 2011 г.

Ĕçре пиçĕхеççĕ

Йывăççине кура çимĕççийĕ. Ваттисен сăмахĕн çак чăнлăхĕ халăх отраслĕн кирек хăш сийĕнче те палăрать. Хуçине кура кил хуçалăхĕ. Çак чăнлăха Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитсен те куçран вĕçертеймерĕм. Вĕрентекен ĕçне вĕренекенĕсен ÿсĕмĕсем урлă хакласси ырă йăлара та асăннă шкулти технологи урокĕсен вĕрентекенĕ Георгий Витальевич Смирнов пирки те урăхла калама çук. 17 çул вăл чунĕпе суйласа илнĕ ĕçре. Чăваш педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă специалист хăй ĕçĕнче пур вăхăтра та правур. Вĕрентекенĕн тăрăшулăхне кура вĕренекенсен ÿсĕмĕсем те куç умĕнче.

– Ялта пурăнакана пăчкă-пуртă тытма пĕлмесен, алă ĕçĕнчен ютшăнсан намăс та. Ĕç урокĕсенче ачасем çакна ăнланнине куратăп та вĕсене ытларах ăс парас шухăш çуралать. Вĕсенчен пĕр пайĕн тăван килтех ашшĕ-амăш хуçалăхне малалла аталантарса пурăнмалла. Кунта вара мăлатук тытма та, пăта çапма та, илемлĕ хатĕр ăсталама та, пахча çимĕç туса илме те пĕлмелле. Çакăнта ял ачисене пуçламăш хăнăхтарусем парассине хамăн тивĕç тесе шутлатăп, – терĕ уроксенче ачасен аллипе ăсталанă хатĕрсемпе паллаштарнă май Георгий Витальевич. Ăшă кăмăллă арçын тĕрĕс çул суйласа илни тата унăн ăнăçусем умра пулни пирки манăн пĕр иккĕленÿ те пулмарĕ.

Ачасен вĕренÿри ÿсĕмĕсем – учителĕн вĕрентÿри çимĕçĕ. Георгий Витальевич патĕнче ăс пухакансем юлашки çулсенче технологипе республика шайĕнче ирттернĕ олимпиадăра та пĕрре мар малти вырăнсене тухрĕç. «Шырав» наукăпа практика конференцийĕнче 1-мĕш вырăн йышăнни те Шатракассинчи шкул ачисем тĕрĕс çул çинчи пирки калать. Шкул çакнашкал ачасене вĕрентсе пурнăç çулне хатĕрлет пулсан – ял пурăнать.

А. БЕЛОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика