Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем кÿпĕнеççĕ: мĕн тумалла?

21 мая 2011 г.

Ĕнесем кÿпĕнеççĕ: мĕн тумалла? 

Ĕнесене улăх-çарана кăларнипе хĕл йывăрлăхĕ иртрĕ тесе шутламаллаччĕ. Çапли çапла-ха, анчах пĕр йывăрлăх хыçа юлчĕ пулин те ял çыннине тепри куллен шиклентерме пуçларĕ. Паян ялсенче улăх-çарана кăларнă ĕнесем йышлă кÿпĕнни пирки нумай калаçаççĕ. «Люцерна-клевер çине те кĕртмен, анчах мĕн амакĕ хăратать – пĕлместпĕр. Улăхра та пĕр канăç çук», – теççĕ касу çÿресе таврăннă ял çыннисем. Çав вăхăтрах ялсенче ĕнесем кÿпĕнсе вилнĕ тĕслĕхсем пирки те калаçнине илтме пулать. «Ĕнесем кÿпĕнеççĕ: мĕн тумалла;» – çак ыйтупа выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрĕпе Алина Петровна ФЕДОРОВĂПА тĕл пулса калаçрăмăр.

Ĕнесем кÿпĕннĕ малтанхи тĕслĕхсем ялсенчи килти хушма хуçалăхсенчен кĕтĕве кăларнă ĕнесемпе пулса иртрĕç. Кунта хĕл кунĕсенчи чухăн апатлануран хăвăрт урăх рацион çине куçнине палăртмалла. Зооветеринари вĕрентĕвĕ ыйтнă пек тăвас пулсан çак куçарăва васкамасăр пурнăçламалла. Ĕнесене симĕс апата майĕпен хăнăхтармалла. Улăха каякан выльăхсем умĕнче кормушкăра вĕсем кĕтÿрен таврăнса ирхине тухса кайичченех типĕ утă е улăм пулмалла.

Выльăхсем кÿпĕннин никĕсĕнче – вĕсем хăвăрт йÿçекен апат çини. Çак апат шутне люцерна-клеверсăр пуçне çамрăк симĕс курăк та, кĕрхи культурăсен калчи те кĕрет. Уйрăмах вĕсем çинче ĕнесене ирхи сывлăмпа е çумăр хыççăнах çÿретме, çийĕнчех шăварма юрамасть.

Наркăмăшлă ÿсен-тăран çини те ĕнесене кÿпĕнтерет. Кунашкал курăксен йышне наркăмăшлă упа кĕпçи, аконит, безвременник кĕреççĕ.

Мĕнле палăрать-ха ĕне кÿпĕнни; Выльăх çиме пăрахать, хырăмĕ çине çаврăнса пăхать, курпунланать, хÿрипе нумай çапкалашать. Час-час ĕнĕрет, çине-çинех выртса тăрать. Сывлавĕ хăвăртланать, минутра çиелтен 60-80 хутчен сывлать. Ĕнесем çăварĕсене карса сывланине курма пулать, çăвартан сĕлеке юхать. Хырăмăн сулахай енĕ палăрмаллах хăпарса каять. Ĕне кавлемест. Вăл час-час шăма хăтланать.

Мĕнле пулăшмалла-ха ĕнене; Пĕрремĕш пулăшу шутне ĕне хырăмĕн сулахай енне татăк хурса сивĕ шыв ярса ăна тăвалла уттарасси кĕрет. Чир йывăрлăхĕ вăйлансан ветспециалистсем пырса ĕне хырăмне троакарпа шăтарса пулăшу парĕç.

Ĕнесем кÿпĕнсе кайса вилме пултарни выльăх пăхакансем умĕнче тăракан паянхи тĕп хăрушлăх иккенне ăнланатăп. Урамра çу уйăхĕн илемлĕ кунĕсем. Çĕр ĕçченĕ çур аки ĕçĕсене вĕçленĕ май выльăх апачĕ хатĕрлесси пирки шухăшлать.

Ĕне кÿпĕнсех кайрĕ пулсан ăна пирвайхи пулăшу пама пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна валли пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемпе зооветспециалистсен, ял старостисен кĕтÿçсене пĕрремĕш пулăшу памалли эмелсемпе тата инструментсемпе тивĕçтермелле. Çак хатĕрсем килти хушма хуçалăхсенче пулни те кирлĕ вăхăтра выльăх усраканшăн ытлашши пулмĕ.

Мĕн тумалла-ха ĕне кÿпĕнсе кайрĕ пулсан; Инкек тÿсекен выльăха малтанах 10 – 15 грамм сĕт кислоти, 160 – 200 грамм тимпанол, 20 грамм çунтарнă магнези памалла. Каламалла, çунтарнă магнезипе сĕт кислотине çур литр шыва ярса ирĕлтермелле. Тимпанол – усă курма хатĕр препарат. Вĕсем пулмасан ĕнене 2 – 3 литр тин кăна сунă сĕт памалла та кÿпĕннĕ вырăна сивĕ шыв ярса тăмалла. Çур литр шыва 10 миллилитр 70 процентлă уксус хушса ĕçтерни те – специалист пырса çитичченхи вырăнлă пулăшу. Ăна е кăна тусассăн та ĕнене нумай уттарасси пирки манмалла мар.

Кÿпĕнсе кайнă ĕнене пулăшу париччен çак инкекрен асăрханма çăмăлрах пулнине манас марччĕ. Ăна касу çÿрекенсемпе кĕтÿ пăхакансен, выльăх пăхакансен тăтăшах асра тытасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика